Парта хушшинче отличниксем вĕренĕç

Апрелĕн 9-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче Совет Союзĕн геройĕ  Константин Михайлович Антонов ячĕпе  «Герой парти» уçрĕç.

«Вăтам шкул  Пĕтĕм Раççейри «Герой парти» вĕренӳ проектне хутшăнать. Проекта «Единая Россия» парти пуçарнă.  «Герой парти» — паттăрăн сăнӳкерчĕкне тата унăн биографийĕпе мухтава тивĕç ĕçĕсем çинчен информаци  вырнаçтарнă вĕренӳ сĕтелĕ.  Проект тĕллевĕ — харсăрлăх кăтартнă, хăйне шеллемесĕр кĕрешнĕ паттăр ентеш çинчен вĕренекенсене аса илтересси», — паллаштарчĕ шкул директорĕ  Ирина Соловьева.

Мероприятие район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата Мускаври офицерсен «Сыны Отечества» обществăлла организацин делегацийĕ: Владимир Степанов полковник, Альбина Дьяконова ентеш, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕн комиссарĕ Сергей Данилов, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Российский союз ветеранов Афганистана» обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ запасри лейтенант Виктор Гаврилов, «Слава картофелю» агрофирмăн директорсен совечĕн председателĕ Александр Капитонов, «Кĕтне» ентешлĕх представителĕ Владимир Михеев хутшăнчĕç.

Константин Михайлович Антонов ячĕллĕ «Герой партине» Владимир Степановпа Александр Осипов тата 6-мĕш кадет класĕн вĕренекенĕсем Матвей Романовпа Айша Тухветуллова уçрĕç.

Асăннă парта хушшинче вĕренме 6-мĕш класра ăс пухакан вĕренӳ отличникĕ, пултарулăх конкурсĕсемпе тĕрлĕ предмет олимпиадисене хастар хутшăнакан Полина Романова тивĕçрĕ. Вăл çĕршывăн паттăрĕсене асра тытма, Раççей патриочĕ пулма, тӳрĕ кăмăллă тата вĕренӳпе дисциплинăра ырă тĕслĕх кăтартма тупа турĕ.

Хутшăнакансем  çакăн пек мероприятисем ирттерни Тăван çĕршыв историне тата мирлĕ пуласлăхшăн пурнăçĕсене шеллеменнисене хисеплеме май панине, çакă çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассин никĕсĕ пулнине  палăртрĕç.

С.ЕФИМОВА,

А.САТИЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *