Электрон мел: перекетлĕрех, хăвăртрах

Электрон мел: перекетлĕрех, хăвăртрах

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри экономика отраслĕсен, социаллă сферăн тата патшалăх управленийĕн цифра трансформацийĕ енĕпе ĕçлекен координаци Канашĕн  пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ.  Олег Николаев шучĕпе паянхи кун цифра  трансформацийĕнче  чи кирли — çынсене валли меллĕ сервис туса парасси.

 «Пулăшăва электрон мел çине куçарасси цифра трансформацийĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланмалла. Çынсем çăмăллăха туйса илмелле. Вĕсемшĕн çăмăл, меллĕ, шанчăклă тата ăнланмалла пулмалла. Енчен çаксем пурте пулсассăн, паллах, çынсем электрон пулăшупа усă кураççĕ», — палăртнă Олег Николаев.

Вăхăта перекетлени, паллах, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕх вырăнне Олег Алексеевич МФЦ-сенче документсене тишкерессин вăхăтне 48 сехетрен 2 сехет таран чакарма пултарнине илсе кăтартнă. 

Çакна информацие хут çине куçарассине пăрахăçланипе сăлтавланă.

Регион ертӳçи Раççей Правительствинчен тĕслĕх илме сĕннĕ.

— Вăл меллĕ сервиссене, информаци системисене питĕ хăвăрт йĕркелет,  вĕсем урлă федераци Правительствинчи ĕçтешсем объективлă информаци илеççĕ, регионсем пĕтĕмĕшле ӳкерчĕке кураççĕ, хăйсен ĕçне ыттисеннипе танлаштарма пултараççĕ.  Пирĕн те çапла ĕçлемелле, граждансем валли лайăх сервиссем йĕркелемелле, — пĕтĕмлетнĕ Олег Николаев. 

Раççей Президенчĕн çĕршыв аталанăвĕн наци тĕллевĕсем çинчен калакан Указĕнче 2030 çул тĕлне массăллă социаллă пулăшусен электрон мелĕпе  кӳрекен тӳпине 95 процента çитермеллине çирĕплетнĕ. Электрон мелпе ĕçлемеллисен федераци шайĕнчи списокне социаллă 173 пулăшăва кĕртнĕ. Çакăн пек список республика шайĕнче те пур. Унта — 68 пулăшу. Çитес вăхăтра вара çак списока тата 13 позиципе аталантармалла. Хальлĕхе республикăра пурăнакансене асăннă ретри 68 пулăшупа электронлă мелпе тивĕçтереççĕ.

Пĕтĕмпе вара Мускав регионта кăçал пулăшусен 40 процентне электрон мелпе тивĕçтермелли чикĕ палăртнă. Паянхи кун  тĕлне çак кăтарту 25 процент шайĕнче çеç.

Олег Николаев пулăшусене электрон мел çине куçарассипе çыхăннă ыйтусене çывăх вăхăтра татса пама хушнă. Вăл палăртнă тăрăх, чи малтанах  пĕтĕмпех халăхшăн меллĕ, шанчăклă пулмалла.  Ун чухне çынсем тĕрлĕ инстанцие,  МФЦ-сене каймасăрах кирлĕ документсене илмелли çак майпа хаваспах усă курĕç.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *