Президент гранчĕсем пулăшаççĕ

Президент гранчĕсем пулăшаççĕ

Чăваш республикинчи 13 проект Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илессишĕн кăçал пуçласа ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ республикăри ӳнер искусствине цифра мелĕпе аталантарассипе  çыхăннă. Digital проекта пурнăçлама 5 миллион тенкĕ уйăрнă.

Шупашкарти Акцыновсем ячĕллĕ 6-мĕш номерлĕ ача-пăча художество шкулĕн «Digital Art 2.0» проекчĕ тĕп хулара ӳнер искусствине цифра мелĕпе аталантарассин вĕренӳ кластерне йĕркелессипе çыхăннă. Çак енĕпе кăсăкланакан 10—17 çулсенчи 200 ачана пĕлӳ пама палăртаççĕ. Çавăн пекех художество шкулĕсенче информаци технологийĕпе тата компьютер графикин сферипе ĕçлекен преподавательсен квалификацине ӳстермелли курссем те йĕркелеççĕ.

«Ку Президент фондчĕ культура пуçарăвĕсем тĕлĕшпе паракан пысăк пулăшу пулчĕ. Халĕ шанăçа тӳрре кăларса ӳнер искусствинчи проекта пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлемелле, çак енĕпе хамăр сăмаха каламалла», — палăртнă Шупашкарти Акцыновсем ячĕллĕ 6-мĕш номерлĕ ача-пăча ӳнер шкулĕн директорĕ А.Колесникова.

Çавăн пекех Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ ача-пăча ӳнер шкулĕ те «Digital-Архитектор» проектпа грант çĕнсе илнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — ача-пăча шкулĕн никĕсĕ çинче ӳнер искусствин инновациллĕ вĕренӳ лаптăкĕ туса хурасси. Унсăр пуçне тĕп хулара архитектура ăсталăхне аталантарма та тăрăшмалла.

Президент грантне çĕнсе илес енĕпе ирттерекен конкурсăн çĕнĕ тапхăрне хутшăнма зявкăсем кăçалхи апрелĕн 20-мĕшĕнчен йышăнма пуçлаççĕ. Малтанхи конкурсра палăрайманнисем  проектсене çĕнетсе, улшăнусем кĕртсе хальхине тăратма пултараççĕ.

ӳнер искусствинче цифра мелĕпе ĕçлекен художник профессине уйрăмах çамрăксем килĕштереççĕ. Ку енĕпе ĕçлекен специалистсем виртуаллă тĕнчесем, сайтсен интерфейсĕсемпе приложенийĕсем, компьютер вăййисем хатĕрлеме тата ытти те хутшăнаççĕ. Çакна пурнăçлама «Раççей Федерацийĕнчи цифра экономики» наци проекчĕпе ирттерекен мероприятисем те пулăшаççĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *