Четверг, 8 декабря

Ашшĕн çулне малалла тăсать

Ашшĕ кăнтăрла апата килсен пĕчĕк Искандер трактор кабинине лекме тăрăшатчĕ, руле тытса ăна унталла-кунталла пăрма хăтланатчĕ. Ун чухне вăл механизатор пуласси пирки шутламан та пулĕ те, анчах та çитĕнсен тракторпа çӳреме вĕренесси пирки ĕмĕтленнех. ӳсерехпе ашшĕ, Мингали Фаттахутдинович, «Знамя» колхозри пултаруллă механизатор тата комбайнер, ăна пĕрре мар хăйпе лартса çӳренĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче Искандер ашшĕ çумĕнчех пулма тăрăшнă. Юсав ĕçĕсем тунă чухне пĕр-пĕр гайка пăрмалли хатĕре илсе пани те çамрăкшăн пулăшу пекех туйăннă. Опытлă механизатор М.Насыбуллин  ачине тракторăн вăл е ку пайĕ пирки те ăнлантарса пама тăрăшнă. Ывăлĕ техника патне туртăннине кура, хăй шухăшне саспа палăртмасăр, унпа хăпартланнă та.

Шкул пĕтерсен Искандер Насыбуллин Комсомольскинчи «Сельхозтехника» юсавпа техника предприятийĕнчи  вĕренӳ курсне пĕтерет, тракторист-машинист удостоверенине алла  илет. Çартан таврăнсан И.Насыбуллин техника çывăхĕнче пулаймасть-ха. Çамрăк çамрăках, ăна урăх шухăшсем илĕртеççĕ.

Анчах та ял ачине çĕр хăй патнех туртать çав. 1999 çулта вăл «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхне ĕçе кĕрет. Ăна гусеницăллă ДТ-75 трактор шанса параççĕ. Хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлать вăл. Хăйне пур çĕрте те лайăх енчен çеç кăтартать.

Искандер Мингалеевичшăн  2014 çултан урăх тапхăр пуçланать тесен те тĕрĕсех пулĕ. Вăл «Комсомольские овощи» агрофирмăра ĕçлеме пуçлать. Ăна хăватлă «Джон Дир» трактор шанса параççĕ. И.Насыбуллин хăй ĕмĕрĕнче чылай техникăпа ĕçлесе курнă-ха. «Кировец», Т-70, К-700, МТЗ маркăллă  тракторсене те тытса пынă, эксковаторпа та тăрăшнă. Анчах та ют çĕршывра туса кăларнă «хурçă ут» пачах та урăхла. Унпа ĕçлеме вĕрентнĕ пулсан та малтанхи вăхăтсенче хĕнтерех килнĕ. Кабинăра педальсемпе рычагсем вырăнне кнопкăсемпе усă курмалла, йăлтах электроника. Халĕ вара, хăнăхса çитнĕ те, пурте ансат пек туйăнаççĕ. Кабинăна кĕрсе ларсан хăтлă пӳлĕмре пынăнах туйăнать, пурте ал айĕнче. Кăмăлу пулсан радио итле, шăрăх пулсан кнопкăна пусатăн та уçă сывлăш  вăркăштарать, сулхăнрах туйсан ăшă хум паракан пускăчĕ  ал айĕнчех.

Ют çĕршывра туса кăларнă трактор та, ытти техника пекех хăйне пăхнине юратать. Çавăнпа та механизатор хăйне шанса панă трактор пĕр тикĕс ĕçлетĕр тесе ăна тирпейлĕ тытать.  Çакă кăçалхи техника тĕрĕслевĕнче те лайăх курăнчĕ. Комисси ун тракторĕ çинче кăлтăксем асăрхамарĕ.

Механизаторăн ĕçĕ çăмăл мар. Хĕрӳ вăхăтсенче уйрăмах канăçсăр. Уяр вăхăтпа туллин усă курас тесе çĕрлене юличчен те ĕçлеме тивет. Механизатор профессине суйласа илнишĕн   ӳпкелешмест вăл. Ашшĕн пархатарлă ĕçне малалла  чыслăн тăсать.

Юлашки вăхăтра юр çусах тăчĕ пулин те хирсем пĕчĕккĕн шурă тумран тасалса пыраççĕ. Апла пулсан хĕрӳ вăхăтсем те аякра мар. Искандер Насыбуллин хăй те, унăн «хурçă учĕ» те паян тесен паян ĕçе пуçăнма хатĕр.

Ю.Гаврилов.

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *