Ырă туни ырăпа таврăнать

Ырă туни ырăпа таврăнать

Пирĕн тăрăхра çак каларăша тĕпе хурса ĕçленине тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ. Акă, иртнĕ эрнере Республикăри Хĕрарăмсен канашĕ Украинăра çар операцине хутшăнакан салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлеме тытăннă.

— Районти тĕп библиотекăра гуманитари пулăшăвĕ пуçтарма тытăнни пирки  пĕлтерекен хыпар кĕске самантрах çынсем патне,  организацисемпе предприятисене, ялсене çитрĕ.  3—4 кун хушшинче  салтаксене чи малтанах кирлĕ таварсем: çăвăнмалли хатĕр-хĕтĕр, нуски,  футболка, майка, апат-çимĕç, (кĕрпе, чей, сахăр, кофе, консерва…) чылай килсе пачĕç. Вĕсене пĕтĕмпех курупкасене вырнаçтартăмăр. Пĕрремĕш пулăшăва салтаксем патне  ăсатрăмăр та. Сăваплă ĕç харама каймĕ, вăл ырăпах таврăнĕ. Пурне те пысăк тав! — палăртрĕ районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Инна Ядрова.

Луганск тата Донецк Халăх Республикисенчи çынсен лару-тăрăвне çăмăллатас тĕллевпе Комсомольски районĕнчи  ял хуçалăх предприятийĕсен, организаци-учрежденисен коллективĕсем, фермер хуçалăхĕсем тата ыттисем те  ыр кăмăллăх акцине хутшăнса  гуманитари пулăшăвне инçе çула ăсатас тĕлĕшпе хастарлăх кăтартаççĕ.  Çак кунсенче  черетлĕ гуманитари пулăшăвне Луганск тата Донецк Халăх Республикисене янă.  Ыр кăмăллăх акцине ыттисем те хăйсен тӳпине хывма пултараççĕ.  Аса илтеретпĕр, гуманитари пулăшăвĕн центрĕ районти культура çуртĕнче ĕçлет.

А.АНТОНОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *