Этемлĕх историйĕнче çын пурнăçĕнчи йыттăн пĕлтерĕшĕ çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем нумай. Мĕн ĕлĕкрен çак чĕрчун çынпа юнашар пурăнать. Вăл пирĕншĕн чи шанчăклă юлташ, çывăх тус, кил-çурт хураллакан. «Йытă усракан хăйĕн çуртне çеç мар, хăтлă киле таврăнать» текен каларăшăн шухăшĕ те тĕрĕсех. Килтен тухса кайнă чухне вăл пире хӳрине вылятса «кăмăлпа» ăсатать. Таврăннă чухне вара «савăнса» кĕтсе илет, хăйĕн тивĕçне парăнса пурнăçланине каласа парас тенĕн, куçран пăхать. +ав вăхăтрах йытă хуçисен те А. де Сент-Экзюпери çырнă «Маленький Принц» юмахĕнчи «Эпир кама алла вĕрентнĕ, çавсемшĕн яваплă» сăмахсене асра тытасчĕ.
Шел пулин те, урамсенче йытăсем кĕтĕвĕпех е пĕчченшерĕн чупса çӳренине тăтăшах курма пулать. Чылайăшĕ чупса иртнипе çеç канăçмаççĕ. «Анчăк» ансамбль йĕркеленĕ тейĕн, хăйсем патне çитме 3 метр юлсан вĕрме пуçлаççĕ те иртсе каймасăр та лăпланмаççĕ.
Çуркунне çитсен уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратаççĕ сăнчăрта тăман йытăсем. Çутçанталăк саккунне никам та улăштараймасть. Пĕтĕм тавралăх çурхи сывлăшпа чĕрĕлнĕ вăхăтра йытăсем «вăй илеççĕ», чылайăн пĕрле пуçтарăнса чупаççĕ, çынсене хăратаççĕ. Çак йыш çумĕнчен шăппăн çеç иртсе каясси çинчен шутламалли те çук. Хаярланнă йытăсен ушкăнĕ харлатса пырса тапăнма та пултарать-çке! Ахальтен мар юлашки вăхăтра район хаçачĕн редакцине ыйтусемпе килекенсем те пулчĕç.
Шел, яваплăха ăнланман çынсем пур çав. Вĕсем хăйсен йыттине урамра чуптарма хăнăхнă. Çавнашкал йытăсем хуçисене мĕн тума кирлĕ-ши? Унта-кунта çапкаланса çӳрекенсерсем сăтăр тума, инкек кăтартма та пултараççĕ-çке. Çав вăхăтрах вĕсем чир-чĕр сарас хăрушлăх та пур. Йĕркеллĕ кил хуçи хăйĕн йыттине çапла усăсăр чуптармасть — сăнчăрта тытать.
Районти пур кĕтесре те хуçасăр йытăсем çӳрени, вĕсем хăрушлăх кăларса тăратни çинчен илтме тӳр килет. Çавна май шанчăклă улшăну туни кирлĕ. Районти ветеринари станцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çапкаланчăк йытăсене пĕтерессипе саккун хушнă пек ĕçлемелле. Яваплăхĕ вара ял тăрăхĕ çинче. Ĕçе мĕнле пурнăçланине район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕрĕслесех тăмалла. Ти-вĕçлĕ службăсем çирĕпрех пулсан çапкаланчăк йытăсем чупса çӳреме пăрахаççех.
С.Ефимова.