Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланă вăхăтра пирĕн районта çуралса ӳснĕ çынсем хамăр тăрăхра çеç мар, ытти çĕрте те ĕçленĕ. Çавăнпа та вĕсене вăл вăхăтра пурăннă çар ĕç комиссариачĕсем повестка парса службăна илнĕ е фронта янă. Акă, Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче 1913 çулта кун çутине курнă Николай Андреевич Волкова Ленинград облаçĕнчи Мускав çар ĕç комиссариачĕ вăрçа кайма повестка панă. Ку 1941 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче пулнă. 34-мĕш уйрăм инженерипе сапер батальоне шăпах çав çулхи сентябрь уйăхĕнче йĕркеленĕ, пирĕн ентеш малтанхи кунсенченех унта службăна пуçланă. Вĕсем ятарласа хатĕрленĕ йытăсемпе пĕрле Ленинград çывăхĕнчи тăшман вырнаçтарнă минăсене сиенсĕрлетес енĕпе тăрăшнă. Йытăсене минăсем тупма хăнăхтарасси хула блокадăра пулнă чухне Красный Бор çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. Вăл ертсе пыракан отделени салтакĕсем 15 фугас: 9 «сюрприз», 9783 мина тупса сиенсĕрлетнĕ. Хăй анчах 1442 минăна асăрхаса хăрушсăрлатнă. Паттăрлăхпа хăюллăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланă.
Сюрприз» тени пулчĕ те ун çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха? Нимĕç фашисчĕсем каялла чакнă чухне хăйсем хыçăн минăсем çеç мар, хăрушă «тапăсем» те лартса хăварнă. Вĕсене «сюрприз» тесе ят панă та. Çавсен ăнсăртран сирпĕнсе кайса совет салтакĕсене çеç мар, мирлĕ çынсене те амантмалла е вĕлермелле пулнă. Разведчиксем каласа панă тăрăх тăшмансем пирĕн салтаксен виллисене юриех лайăх курăнмалли ăна хурса хăварнă. Вĕсем çумне кирек хăш вăхăтра та çурăлса кайма пултаракан минăсем вырнаçтарнă. Пирĕннисем ку схема вăрттăнлăхне ăнланса çитсен татах та каварлăрах хăтланма пуçланă. Инкек кирек хăш вырăнтан та, япаларан та сиксе тухма пултарнă: алăка уçсан та, çĕрулми миххине тытсан та, пусма чĕркемне алла илсен те… Сирпĕнекен хатĕрсем çăкăр ăшĕнче те пулнă. Çиелтен пăхсан хăрушă курăнман авто ручка та, шăрпăк курупки те пысăк инкек патне илсе çитерме пултарнă. Час-часах нимĕçсем пăрçа концентрачĕн консервисемпе те усă курнă. Йăлтăркка ăхма илемлĕ япаласене тытни те инкек патне илсе çитернĕ. Çавён пек япаласене самолетсемпе тыла та пăрахнă.
Н.Волков ытти салтаксемпе минăсене сиенсĕрлетес енĕпе тимленипе пĕрлех халăха хăрушă тапăсем çинчен каласа парса асăрхаттару ĕçĕсем те тунă.
Çĕнĕ Мăратри «Наследие» шырав ушкăнĕ?