Донецк тата Луганск Халăх Республикинсенчи йывăр лару-тăру пирки пурте илтнĕ ĕнтĕ. Унта халĕ çар операцийĕсем пыраççĕ. Асăннă тăрăхри мирлĕ халăх хăйсен тата çывăх çыннисен пурнăçĕсене сыхласа хăварас тесе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене куçса килеççĕ. Çав шутра Чăваш республикинче те вĕсене специалистсем медицина, гуманитари, миграци, психологи пулăшăвĕсемпе тивĕçтереççĕ.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем те Донецкпа Луганскран килсе çитнисене пулăшма шутларĕç. Çавна май вĕсем халь «Раççей шкул ачисен юхăмĕ» пуçарса янă «Ырă ĕçĕн чикки çук» акцие хутшăнаççĕ. Шкул коридорĕнче вырнаçтарнă ятарлă курупкăсене тĕрлĕрен канцтаварсем тата ытти хатĕр-хĕтĕре пухаççĕ. Асăнса хăвармалла, ку акцире шкул ачисемпе учительсем кăна мар, ыттисем те хутшăнма пултараççĕ. Тумтире, апат-çимĕçе, куллен кирлĕ япаласене чĕркемелле те çывăхри пулăшу пунктне çитерсе памалла. Ырă туни ырăпах таврăнать!