Четверг, 14 ноября

Малашнехи тĕллевсене палăртрĕç

Выльăх-чĕрлĕх производстви ÿсентăран отраслĕпе тачă çыхăннă. Уй-хиртен тухăçлă продукци туса илмесĕр выльăх апачĕ çителĕклĕ таран хатĕрлеймĕн. Иртнĕ çул çĕр ĕçченĕсене çăмăлах килмерĕ. Шăрăх çанталăк тăнине пула акнă культурăсем кирлĕ пек аталанаймарĕç. Çавăнпа та туса илнĕ продукци калăпăшĕ виçĕмçулхинчен сахалрах пулчĕ. Апла пулин те «Восток» ял хуçалăх кооперативĕнче тăрăшакансем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çителĕклĕ таран апат хатĕрлесе хăварма пултарчĕç. Тĕпрен илсен çак шухăшсене палăртрĕ кооператив председателĕ В.Г.Михеев хуçалăхăн отчетлă пухăвĕнче.
«Восток» ял хуçалăх кооперативĕ районта выльăх-чĕрлĕх чи йышлă тытакан предприятисенчен пĕри. Кунта сăвакан ĕнесен шучĕ çеç 293 пуç /районта чи нумаййи/. Кунсăр пуçне пăрусем, самăртакан мăйракаллă шултра выльăх чылай. Вĕсене пăхса усрама, продукци илме условисем çителĕклĕ. Пĕлтĕр кооператив 13040 центнер сĕт, 11620 центнер аш-какай туса илнĕ. Ку кăтартусем районта чи пысăккисенчен пĕрисем. Валерий Геннадьевич выльăх-чĕрлĕхрен продукци илес тесе малашне тата тăрăшуллăрах ĕçлемеллине, уйрăмах сĕт суса илес енĕпе кăтартусене лайăхлатассипе тимлемеллине палăртрĕ. Хуçалăх иртнĕ çул 42 миллион ытла тенкĕлĕх продукци туса илсе сутнă. Унăн ытларах пайĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен кĕнĕ. Çавăнпах пулĕ председатель хăйĕн отчетĕнче те çак отрасль пирки ытларах чарăнса тăчĕ. Кооперативăн таса тупăшĕ 7 миллион та 600 пин тенкĕпе танлашнă.
Паянхи кун пур ĕç те техника çине тиенет. Çавăнпа та машинăпа техника паркне çĕнетсе тăмасăр май çук. Иртнĕ çул патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курса кунта 14 миллион ытла тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. «Беларусь» маркăллă 2 трактор, выльăх апачĕ пуçтармалли комбайн тата кăкарса ĕçлемелли ытти агрегатсем хуçалăха кăçал уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама чылай пулăшĕç.
Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх фермисене юсанипе пĕрлех мĕн май çитернĕ таран строительство ĕçĕсем те тума тăрăшнă. Утă упрама тăрăллă хуралтă хута янă, йĕтем çине асфальт сарнă…
Председатель çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленес енĕпе туса ирттернĕ ĕçсемпе те паллаштарчĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем туянас, вăрлăхсене çĕнетес енĕпе лару-тăру çинче те чарăнса тăчĕ.
Кооперативăн тĕп бухгалтерĕ М.С.Романова хуçалăхăн укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каларĕ.
Хуçалăхра ĕçлекенсен хавхаланăвĕ пур, ĕç укçине вăхăтра тÿлеççĕ, пĕчĕкех те мар. Пухура «Восток» кооператив ĕçченĕсем хăйсен умне тĕллевсем те лартрĕç. Кăçал вĕсен кашни гектартан 30 центнертан кая мар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илмелле, кашни ĕнерен сĕт сăвас енĕпе çулталăкра 5 пин килограмм чикки урлă каçмала тата ытти те. Вĕсене пурнăçлама çăмăлах пулмĕ. Мĕншĕн тесен ял хуçалăхĕнче çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен хастарлăхĕсĕр пуçне çутçанталăк условийĕте пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кунта пултаруллă ĕçченсем тăрăшнине шута илсен вĕсем малашне те пысăк хастарлăхпа малалла талпăнасса шанма пулать. Çак шухăшсене район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн специалист-эксперчĕ Р.Е.Басников та палăртрĕ, хуçалăхри ĕçченсене ăнăçу сунчĕ. Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Воробьев хăйĕн сăмахĕнче ялсенчи лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ, малалла та хавхаланса ĕçлеме вăй-хал сунчĕ.
Юлашкинчен кооператив правленийĕ хуçалăхра нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисене, хастарлăхпа палăрса тăракан ĕçченсене парнесемпе чысларĕ.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *