Сумлă ентешсемпе мăнаçланатпăр

Сумлă ентешсемпе мăнаçланатпăр

«Пурнăçа ырă ĕçсем тума панă», — тенĕ ваттисем. Чăвашсем кашни çын ăсĕнче ырă шухăш пулмалла теççĕ. Ырă ăс ырă шухăш çуратать, ырă шухăш — ырă сăмах, ырă сăмах — ырă ĕç, ырă ĕç — ырă ят. Ырă ята тивĕçнĕ çын — хисеплĕ, сумлă. Ваттисем: «Ятлă çынна ял савать», — тесе ахальтен каламан. Ĕçчен, тăван çĕр-шывшăн, тăван еншĕн вăй хурса тăрăшакан чыслă та сумлă ятлă пулать.
Чăваш Енре 2022 çула Мухтавлă ентешсене халалланă. Нĕркеç ялĕнчен паллă та сумлă, хастар та маттур çынсем нумай тухнă. Ял çынни хастар ĕçлеме пĕлнипе çеç палăрса тăрать тени çеç çителĕксĕр. Унăн ăс-хакăл пуянлахĕ иксĕлми. Кам пĕлмест-ши Сирене Никитична Юманковăна — илемлĕ ÿкерчĕксен ăстине, Юрий Иванович Ксенофонтов скульптора, авалхи чăвашсен тĕрри-сăввине нумай тĕпчекен, пир-авăр эрешĕсен тĕслĕ кĕнекине кăларакан Валентина Алексеевна Минеевана, Алексей Петрович Петров — Этмен, Геннадий Максимов çыравçăсене, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистне — Валерий Карпова, Петр Пантелеймонович Таллеров паллă таврапĕлÿçĕне.
Нĕркеç вăтам шкулĕнче хамăр тăрăхран тухнă мухтавлă ентешсене халалласа тĕрлĕрен мероприятисем тăтăшах ирттереççĕ.
Нумаях пулмасть 6-мĕш класра вĕренекенсемпе паллă çыравçăсем çуралнă, выляса ÿснĕ вырăнсенче пултăмăр. Чи малтанах Хветĕр Акивер çуралса ÿснĕ çурт вырăнĕнче тата çывăхри Акивер çырми патне çитсе куртăмăр.
Ун хыççăнах чăваш халăх çыравçи Лаврентий Васильевич Таллеров çуралнă çурт патне çитрĕмĕр.
Çыравçăсем çуралса ÿснĕ çуртсем кивĕрех пулсан те тирпейлĕ курăнаççĕ. Ачасем сумлă ентешсен килĕ умĕнче пулса курнишĕн хĕпĕртерĕç.
Эпир вĕсемпе чун-чĕререн мăнаçланатпăр, вĕсен пархатарлă ĕçĕсене асра тытатпăр, вĕсен хастарлăхĕпе пултарулăхĕ пирĕншĕн ырă тĕслĕх.
Малашне те Нĕркеçрен мухтава тивĕçлĕ çынсем тухасса шанатпăр, ĕненетпĕр.
Н.ПЛЕТКИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *