Тыл ĕçченĕ 95 çул тултарчĕ

Тыл ĕçченĕ 95 çул тултарчĕ

Нумаях пулмасть Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Анфиса Максимовна Школьникова 95 çул тултарчĕ.
Çăмăл пулман унăн ачалăхĕ. Ашшĕне вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта илсе кайнă. Çав çулхи ноябрь уйăхĕнчех хыпарсăр çухалнă хут килнĕ. Çемьери ултă хĕре амăшĕ пĕчченех ура çине тăратнă, аслисем кĕçĕннисене вăй çитнĕ таран пулăшнă.
1942 çулта Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи 7 класлă шкула ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен хĕр Патăрьелĕнчи ял хуçалăх шкулне вĕренме каять.
— Хамăр ялти пĕрле ÿснĕ тантăшпа Олимпиада Ласточкинапа вĕренме кĕтĕмĕр çак шкула. 4 уйăхран училищĕне Çĕрпÿ хулине куçарчĕç. Урăх вĕренеймерĕмĕр — пирĕн ĕмĕтсене хăрушă вăрçă татрĕ», — аса илчĕ ватă.
Анфиса вара вăрçăн йывăр çулĕсенче аслисемпе тан ир пуçласа каçчен хирте тăрăшнă: сухаланă, тырă акнă, вырса пуçтарнă. Вăрçă хыççăн Анфисăна Ленинград облаçĕнчи пусма фабрикине ĕçлеме ертсе каятпăр тесе улталаса тус-юлташĕсемпе пĕрле тайгана илсе çитернĕ. Çамрăксене пĕр çулталăк инçетри Çĕпĕрте вăрман каснă çĕрте ĕçлеттернĕ.
Унтан таврăнсан хĕр колхозра, кайран нумай çул почтальонта тăрăшнă. Хыççăнхи çулсенче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Аслă Çĕрпÿел ял советĕнче тирпейлÿçĕре ĕçленĕ.
Анфиса аппа çамрăк чухне балалайкăпа питĕ ăста вылянă. Паянхи кун та ăна стена çумĕнче типтерлĕ упрать. Музыка инструменчĕ çине пăхсан ватă çыннăн çамрăклăхĕ куç умне тухать. Юбилей кунĕнче Анфиса Максимовна пуçтарăннисене пĕр çаврăм кĕвĕ выляса юрлаттарчĕ.
— Ку балалайка хамран та аслăрах, аттерен юлнă парне. Хăй вăхăтĕнче вăйă картинче, улахсенче ялти тата таврари нумай çамрăка ташлаттарнă та, савăнтарнă та, унăн уçă сасси туйсенче те кĕрленĕ. Çак балалайка кĕввипе ялти çамрăксене вăрçа ăсатнă — кĕтсе илнĕ. Шел, вĕсенчен чылайăшĕ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă, — хурланса каласа кăтартрĕ Анфиса Максимовна иртнĕ вăхăта аса илсе.
Паянхи кун ветеран ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнать. Çуллахи кунсенче чăх-чĕппе вăхăтне ирттерет ватă, пахчана тухса ларать. Паянхи самана пурнăçĕпе те интересленсех тăрать — радио итлет, хаçат-журнал вулать.
Вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн Анфиса Максимовнăна 1946 çулта медаль парса чысланă. Юбилей медалĕсем те чылай унăн. Çавăн пекех тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшса Хисеп хучĕ- сене тивĕçнĕ ĕç ветеранĕ.
Ăшпиллĕ те тарават асаннене мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем куç тулли савăнтараççĕ.
Çак савăнăçлă куна паллă тума Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Орешкин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Тихонов тата Анфиса Максимовнăн çывăх çыннисем пуçтарăнчĕç. Александр Васильевич Раççей Президенчĕ В.В. Путин янă Тав çырăвне вуласа пачĕ, парне парса чысларĕ юбиляра.
— Анфиса Максимовна, эсир пирĕншĕн, хальхи ăрушăн ырă тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир сирĕнпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Сывлăхăр ан хавшатăр, ачăрсемпе мăнукăрсен, çывăх çыннăрсен чун-чĕре ăшшине туйса пурăнăр, сирĕн килте малашне те яланхи пекех килĕшÿ хуçалантăр, — тесе Александр Титович ватăна саламларĕ. Анфиса Максимовна хăйне çакăн пек хисеп тунăшăн пурне те тав туса иксĕлми çирĕп сывлăх сунчĕ.

А.ИВАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *