Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. 2022 çулхи тĕллевсене — патшалăх политикин тĕп çул-йĕрне — никĕслекен документри йĕркесене итлеме Чăваш патшалăх филармонине Чăваш Ен Правительствин членĕсем, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, муниципалитет пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, патшалăх влаçĕпе суд органĕсен, общество тата тĕн пĕрлешĕвĕн представителĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Трансляципе Чăваш наци телекуравĕн, «Россия 24» телеканалăн эфирĕнче, Чăваш наци радиовĕн, «Тăван радион» хумĕсем çинче, «Контактра» соцсетьри «Олег Николаев. Чăваш Ен» пĕрлĕхре, YouTube-каналти «Республика 21» ярăмра, Чăваш наци телевиденийĕн «Контактри» официаллă ушкăнĕнче, YouTube-каналти «Чă-ваш Ен НТРК» ярăмра паллашма майсем туса панă.
Олег Николаев сăмахне Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăка пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне асра тытмаллине палăртнă май республикăри шырав организацийĕсем валли уйăракан грант виçине ÿстерме тата тыл ĕçченĕсен пособийĕсене ĕç ветеранĕсеннипе танлаштарма сĕнчĕ. 2022 çула Мухтавлă ентешсене халалланă. Кун пирки каланă май республика ертÿçи культура тытăмĕ валли пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах укçа уйăрнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех кăçал Оперăпа балет театрĕн реконструкцине, культура çурчĕсен строительствин пилĕк çуллăхĕ пуçланассине пĕлтерчĕ.
Усламçăсем призводствăна хăйсен укçине хывма хатĕр пулсассăн вĕсене тĕрев памалла, предприятисем ăнăçлă аталансан кунта тăрăшакансем те ĕç укçи тивĕçлĕ илеççĕ, çак пĕрлешÿ таврашĕнче те хăтлă та илемлĕ. Чăваш ен экономикишĕн çăмăлах мар тапхăрта ятарлă инвестици контракчĕ çирĕплетнĕ Раççейри пĕрремĕш регион пулчĕ. Республикăра калăпăшлă проект пурнăçа кĕрет: пĕчĕк тата вăтам тракторсем тума тытăнасси. Ку таранччен ют тăрăхран туяннă продукцие хамăр патра кăларма пуçлани промышленноç производствине çĕнĕ варкăш кĕртмелле.
Çурт-йĕр хăпартассипе республикăра пĕлтĕр план тултарнă, пандеми вăхăтĕнче çăмăл пулман, çав çавах строительство калăпăшне 24 процент ÿстерме пултарнă. «Кунпа çеç чарăнса тăмалла мар, ытларах тăрăшмалла», — тесе палăртрĕ регион ертÿçи. Çуртсем хăпартнипе çĕнĕ микрорайонсем никĕсленнипе пĕрлех вĕсене инфраструктурăпа та тивĕçтермелле. Инфраструктурăна аталантарма Раççей правительстви бюджетран пĕчĕк процентлă кредит пама килĕшнĕ. 3 миллиард та 300 миллион тенкипе 5 лапамра çурт-йĕр хăпартнипе пĕрлех ытти объектсем те çĕклемелле.
50 процентран та ытларах кивелнĕ шкулсемпе ача сачĕсене юсаса çĕнетессипе республика калăпăшлă программа пуçарса ячĕ. Раççей правительстви ăна ырласа çĕршыв шайĕнче пурнăçа кĕртме йышăннă. Пирĕн региона ку программăпа федераци бюджетĕнчен 2 миллиард та 300 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа 31 шкула тĕпрен юсама палăртаççĕ. Çитес çулсенче 50 процентран ытларах кивелнĕ шкулсене юсаса çирĕплетесси пирки калакан программăна 78 пĕлÿ çуртне кĕртмелле. Çакăн пек хушу пачĕ Олег Николаев.
Ял хуçалăх предприятийĕсем ура çинче çирĕп тăрсан — вырăнти халăхăн ĕç вырăнĕ те, хамăр тăрăхри паха продукци те çителĕклĕ пулать. Çавăнпах агропромышленноç тытăмне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Патшалăх паракан тĕрев шайĕ те ÿссех пырать. «Агростартап» проектпа уйăракан хисеп калăпăшне икĕ хутчен ÿстерме сĕнчĕ республика Пуçлăхĕ. Федераци бюджетĕнчен паракан укçапа пĕрле республика хыснинчен те пулăшу кÿрĕç. «Çавăн пекех «Перспектива» грантпа кăçал та çырла лартса ÿстерме тăрăшакансем патшалăх пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Унпа пĕрлех ют çĕршывсенчен килекен апат-çимĕç шайне чакармалла, хамăр призводствăна аталантармалла, ăратлă выльăх ытларах ĕрчетмелле, çăмарта, хăмла производствине ÿстермелле, çĕрулмипе пахча çимĕç вăрлăхне хамăр патра туса илмелле, ял хуçалăх продукцине чĕррĕн мар, тирпейлесе сутмалла. Ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлемелле», — тесе палăртрĕ Олег Николаев.
Ял хуçалăх аталанăвĕнче ял çыннисен тÿпи пысăк. Хушма хуçалăх тытса пыракансене те патшалăх енчен пулăшу кÿме тăрăшаççĕ. Сăвăнакан ĕнешĕн икĕ çул субсидисем пачĕç. Олег Николаев ял хуçалăх министерствине хушма хуçалăх тытса пыракансене тĕрев пама çирĕпленнĕ мел пурнăçа кĕртме сĕнчĕ. Çĕр çинче тăрăшакансен хăйсен продукцине сутма майсем те çителĕклĕ пулмалла. Çак тĕллевпех республикăра «Агромаркет» йĕркелеççĕ.
Чăваш Енри транспорт ĕç-хĕлне çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ. Атăл юханшывĕ тăрăх та юнашарти регионсене çитсе килме май пулĕ. «Валдай» кимĕсене кăçалтан Тутарстан тата Чулхула тăрăхĕсене çÿретме пуçлĕç. Унпа пĕрлех электричествăпа чупакан машинăсен шутне те ÿстереççĕ. Чăваш Республики электротранспорта атлантаракан çĕршыври 16 пилотлă регион йышне кĕчĕ. Çавна май электричествăпа çÿрекен машинăсене зарядка паракан станцисем йĕркелеççĕ. Ку енĕпе кăçал та малалла ĕçлĕç.
Халăха пăшăрхантаракан тĕп ыйтусем — коммуналлă çăмăллăхсен пахалăхĕ, таса шывпа тивĕçтересси, обществăлла транспорт ĕçĕ-хĕлĕ, çул-йĕр пахалăхĕ, çÿп-çапа вăхăтра турттарса кайни. Влаç органĕсен çитменлĕхсене вăхăтра татса пама витĕм кÿмелле. Халăхпа çывăхрах пулмалла, мĕн пăшăрхантарнине, мĕн çине ытларах тимлĕх уйрăмаллине пĕлсе тăмалла. Çакăн пек тĕллев лартать республика Пуçлăхĕ. «Чăваш Ен правительстви, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пурнăçламалли ĕçсем çав тери нумай. Çапах та тăнăç пурнăçпа пурăнас тесессĕн пурин те пĕрле тÿрĕ кăмăлпа, уççăн, чуна парса ĕçлемелле», — палăртрĕ Олег Алексеевич.
Республика Пуçлăхĕ Çырăвăн уйрăм сыпăкне цифра трансформацине халалларĕ. Çак сыпăк малашлăхпа, аталанупа çыхăннă, мĕншĕн тесен цифра трансформацийĕ мĕн пур отрасле пырса тивет. Енчен те отрасльсем çак ĕçе вĕçне çитерсен, пурнăç улшăннине республикăра пурăнакан кашни çын туйса илĕ. Мĕншĕн тесен цифра аталанăвĕ — мĕн пур процеса трансформацилемелли никĕс шайĕнчи инструмент, коммуникацие ансатлатасси, патшалăх бизнеспа, граждансемпе çыхăну тытассине çăмăллатакан платформăсем йĕркелесси…
Пултаруллă та пуçаруллă çамрăксем çулсерен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçеççĕ. Кăçал та ăна 1 пин çамрăк илсе тăрать. Халĕ унăн виçи 1830 тенкĕпе танлашать. Стипенди виçи 13 çул ÿсмен. Ăна 2009 çултанпа индексацилемен. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура ăна 670 тенкĕ таран ÿстересси пирки каларĕ. Çапла çитес çул стипенди 2500 тенкĕпе танлашĕ. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр ку стипендие 35 çула çитмен çамрăксем илме пултарасси пирки йышăннă. Унччен ку ÿсĕм 30 çулпа танлашнă.
Юлашки çулсенче пурнăç сывлăх — чи хаклă пурлăх пулнине аван кăтартса пачĕ. Çавна май çак сферăра тăрăшакансене, уйрăмах коронавируспа кĕрешекенсене тав сăмахĕ каласа хăварчĕ Олег Алексеевич. Вĕсем вара çак хисепе тивĕçлех.
Çырăва Олег Николаев Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев 100 çул каялла чăваш халăхне пил парса каланă сăмахсемпе вĕçлерĕ. «Вырăс патшалăхĕ çине шанса пурăнăр, ăна юратăр, вара вăл сирĕн аннĕр пулĕ», — терĕ вăл Раççей патшалăхĕн нумай нациллĕ тата тĕрлĕ тĕнлĕ çемйин йышĕнче чăвашсем çĕршыва аталантарма, çирĕплетме, вăйлатма пысăк тÿпе хывнине палăртса.
А.АНТОНОВА хатĕрленĕ.
Çырăва хаклаççĕ
Александр ОСИПОВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ:
«Олег Алексеевич регион аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене палăртрĕ, пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Кашни тухăçлă ĕçе пултаруллă, ĕçчен, таса чунлă çын пурнăçланă, паллах. 2022 çул — Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ. Олег Николаев Çырура: «Пирĕн ентешсем, мухтавлă Чăваш Ен çыннисем, ыттисем тĕслĕх илмеллискерсем…», —тесе палăртрĕ. Кăçал Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ пулнă май районта ирттермелли мероприятисен планне çулталăк маларах палăртса хунă.
Республика Пуçлăхĕ ялсемпе саласене хăтлăх кĕртес ыйту пĕлтерĕшлĕ пулнине, кивелнĕ коммуналлă инфраструктурăна çĕнетес ĕçе пуçăнмаллине палăртрĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр РФ Президенчĕ пуçарнипе Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски ?кăнтăр пайĕ/ районĕсене пахалăхлă шывпа тивĕçтерес ĕçе пуçланă. Çавăн пекех пирĕн чи пысăк, пĕлтерĕшлĕ ĕç — районта тасатакан сооруженисене хута ярасси, шыв пăрăхĕсене улăштарасси.
Республика Пуçлăхĕ Çырура муниципалитет ертÿçисен умне пурнăçламалли тĕллевлĕ çул-йĕрсене палăртрĕ. Çырура кашни сфера валли пурнăçламалли ĕç паллă, тесе калатăп. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвĕ, паллах, кăçалхи çул пурнăçламалли — çул картти пулса тăрать. Пирĕн тĕллев — палăртнине ĕçе кĕртесси».
Александр ОРЕШКИН,
Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
«Олег Николаев Çырура регион ĕç-хĕлĕн пĕтĕм сферинчи лару-тăрăва туллин уçăмлатрĕ. Вăл паянхи кун регион халăх хуçалăхĕн 17 отраслĕнчи 128 проекта ĕçе кĕртессипе тăрăшнине палăртрĕ. Çакă социаллă сфера аталану çулĕпе çи- рĕппĕн утăмланине кăтартать. Регион Пуçлăхĕ бизнеспа предпринимательствăна, агропромышленноç комплексĕсене инвестицилесси, регионта пурăнакан халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, вĕренÿ сферин аталанăвĕ çине тимлĕх уйăрчĕ. Вырăнти инфраструктурăна лайăхлатмалли проектсене вăя кĕртни — тĕрлĕ программăсемпе усă курса шкулсене, çул-йĕре юсани халăхăн пурнăç шайне ÿстерес ĕçре питĕ паха тесе шутлатăп. Ман шутпа, Чăваш Ен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пилĕк çуллăх программине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тĕрĕс çулпа утать».
Галина ШУРЯШКИНА,
районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:
«ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырă- вĕнче яланхи пекех республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинче туллин чарăнса тăчĕ. Уйрăмах ял хуçалăхне, ялти социаллă-культурăлла инфраструктурăна малалла та аталанма май паракан йышăнусем туни савăнтарать. Сывлăха сыхлас ĕç, вĕренÿ, культура сферинче малашне курăмлă улшăнусем пуласса шанатăп. Патшалăх енчен яла пулăшу пур пулсан та унта татса паман ыйтусем сахалах мар. Çырура палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесен вара пурин те пĕрле тăрăшни кирлĕ. Социаллă тÿлевсене пысăклатас енĕпе палăртнă утăмсем те халăхшăн сисĕмлĕ пулăшу пулĕ».
Валерий ГОЛЫЕВ,
район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:
«Çырура вĕренÿ темине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Тĕп çул-йĕрсенчен пĕри — вĕренÿ учрежденийĕсене модернизацилесси. Çавна май кăçал Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче капиталлă юсавăн виççĕмĕш тап- хăрĕ пурнăçланмалла. Çавăн пекех ачасене тивĕçлĕ воспитани парас, вĕренÿ технологийĕсене алла илме пулăшас тĕллевпе районти тăватă шкулта Александровка, Чĕчкен, Хирти Мăнтăр, Çĕнĕ Мăрат шкулĕсенче «Ÿсĕм вырăнĕ» ?«Точка роста»/ уçăлмалла».
Наиль ЗАРИПОВ,
Тукай Мишер вăтам шкул директорĕ:
«Патшалăх Канашне янă Çырура «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн професси суйласа илме пулăшассине шкул саккинченех туса пымаллине палăртрĕ Олег Николаев. Çакна тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшатпăр эпир те. Класс сехечĕсене тĕрлĕ професси çыннисене чĕнетпĕр. Производство предприятийĕсене, аслă шкулсене экскурсисене тухса çÿретпĕр. Ачасене умма лартнă тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме май паракан çул-йĕре шыратпăр.
Вĕренÿ ĕçне тивĕçлипе йĕркелесе пыма пуçламăш классем валли, тăван ен культурипе историне алла илмелли çĕнĕ кĕнекесем кăларма палăртнине те каласа хăварчĕ Олег Алексеевич. Историе пĕлмесĕр малашлăх çук теççĕ. Тата Раççей халăхĕсен культура эткерĕн çулталăкĕнче наци йăли-йĕркине малалла тăсасси, мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче аслă ăрури çынсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси çине тимлĕх уйăрма тăрăшатпăрах».