Четверг, 14 ноября

Сывлăха упрамалла, чирлекенсем йышлă

Сывлăха упрамалла, чирлекенсем йышлă

Коронавирус каялла чакмасть, вăл тепĕр хутчен вăй илчĕ. Çакна чирлисен йышĕ палăрмаллах ÿсни çирплетет.
Районти лару-тăрăва тишкерес пулсассăн та цифрăсем шиклентереççĕ. Район администрацийĕнче тунтикунсерен ирттерекен ларура районти тĕп больница тĕп врачĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Инна Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере чирлисен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ, малтанхи эрнесенче коронавирус çирĕпленнисем — 2—3 çын пулнă пулсан, иртнĕ эрнере 120 çын коронавируспа чирли палăрнă, тата икĕ çын çак чире пула пурнăçран уйрăлнă. Çавна май тÿрех паллă — ял çыннисем чирлеççĕ. Чирлисен йышĕнче аслисем те, çамрăксем те, ачасем те пур.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов обществăлла вырăнсенче, транспортра маска режимне пăхăнманнисене тупса палăртас тĕллевпе мобильлĕ ушкăнсен ĕçне вăйлатма, суту-илÿ тата обществăлла апатлану объекчĕсенчи лару-тăрăва малалла та çирĕп тĕрĕслеме сĕнчĕ. Çавăн пекех вырăнти организацисемпе предприятисенче те коронавирус сарăлассинчен сыхланас ĕçе вăйлатма, 60 çултан иртнисене дистанци мелĕпе ĕçлеттерме сĕнчĕ.
Иртнĕ эрнере республикăри оперштаб ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев предприятисемпе организацисенче тăрăшакансене май килнĕ таран дистанци формачĕпе ĕçлеме сĕнчĕ, профилактика мерисене пăхăнмалли çинчен тепĕр хут асăрхаттарчĕ, асăннă мерăсене пăхăннипе пăхăнманнине çирĕп тĕрĕслев ирттерме хушса каларĕ. Çавăн пекех вăл вакцинаци тăвас ĕçе малалла тăсмалли тата халăх хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркелемелли çинчен аса илтерчĕ.
Çавăн пекех канмалли кунсенче чире пула лару-тăру çивĕчленнине кура республикăра массăллă мероприятисем ирттерме чарнă. Январĕн 28-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне черетлĕ Çырупа тухать. Çавна май çак мероприятие хутшăнакансен йышне чакарма тата унта хутшăнакасен икĕ хутчен ПЦР-тестсем памалла.
Январĕн 24-мĕшĕ тĕлне районта 12197 çын вакцинациленнĕ. Районти тĕп больница ĕçченĕсем ялсене тухса çÿреççĕ. Вакцина çителĕклĕ. Унпа пĕрлех 12—17 çулхи ачасене вакцинацилеме района «Спутник М» вакцина килсе çитнĕ.

Çĕршывра январĕн 24-мĕш тĕлне 11108191 çын чирленĕ, 10023622 пациент сывалнă, 326112 çын чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă.

Чăваш Енри оперштаб ларăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, январĕн 24-мĕш тĕлне 48183 çын коронавирус ертнĕ, вĕсенчен 41936 пациент сывалнă, 4173 çын вилнĕ.
Инна Ефремова,
районти тĕп тухтăр ĕçĕсене пурнăçлакан:
«Районта пурăнакансене чир çав тери пысăк хăвăртлăхпа аталаннă вăхăтра çеç мар, яланах тимлĕ пулма чĕнсе каласшăн. Коронавирус чирĕ çав тери хăрушă пулнине хальччен кашниех туйса илчĕ пулĕ тетĕп: чирлекенсем йышлă, чылайăшĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлчĕ. Çавăнпа хамăр сывлăх пирки шутласа обществăлла вырăнта асăрхануллă пулăр, маска тата перчетке тăхăнăр. Коронавирусăн çĕнĕ штаммĕ «омикрон» питĕ хăвăрт сарăлать. «Омикрон»-па ачасем, çамрăксем ытларах чирлеççĕ. Районта пурăнакансем çине тăрсах вакцинациленсен коронавируса парăнтарма пулатех. Паянхи куна «Гам-Ковид-Вак», «Гам-Ковид-Вак-Лио», «ЭпиВак-Корона», «Кови-Вак», «Спутник-Лайт» вакцинăсемпе прививка тума пулать. Вĕсем пурте — пĕрешкел. Пĕрремĕш вакцина тунисене çур çултан тепĕр хутчен прививка тумаллине аса илтеретпĕр. Паянхи куна 1032 çын ревакцинаци тунă. Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр».
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *