Ĕç стажĕ — 57 çул

Ĕç стажĕ — 57 çул

Çĕнĕ Шăхран ялĕнче çуралса ÿснĕ Ефросия Павловна Чукмаревăна ялта хисеплесе Явраç аппа тесе чĕнеççĕ.
Ачалăхĕ çăмăл килмен унăн. Хавассăн, ним шухăшсăр урамра выляса чупса çÿремелли вăхăтра Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. Вăйпитти арçынсем фронта тухса кайнă, ялта хĕрарăмсемпе ват çынсем çеç тăрса юлнă. Çул çитмен ачасен те ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Ялти ытти вĕтĕр-шакăрпа пĕрле Явраç та аслисене пулăшнă, темĕнле йывăр пулсан та чăтнă. Ăна «1941—1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль парса чысланă. Хĕр ача шкулта тăватă класс анчах вĕренсе пĕтернĕ. Вунтăватă çул тултарсан тантăшĕпе, Елькапа, Пушкин ячĕллĕ колхозăн сурăх ферминче ĕçлеме пуçланă. Вăл вăхăтра кунта пур ĕçе те алăпа тумалла пулнă. Витрепе шыв йăтса шăварнă, апат панă. Сурăхсем пăранланă вăхăтра фермăрах çĕр каçнисем те пĕрре мар пулнă.
Ÿссе çитсен Е.Чукмарева Çĕнĕ Шăхран шкулне техничкăна вырнаçнă та, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех унта тăрăшнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те ăна çăмăлах килмен. Классене тирпейленипе пĕрлех вĕсен шкула хутса ăшăтма вутă-шанкă та хатĕрлеме тивнĕ. Вăрмана та хăйсемех кайнă. Илсе килнĕ вутта татнă, çурнă, купаланă. Сивĕ çанталăкра ирех кайса кăмакасене хутнă, ачасем çитнĕ çĕре классене ăшăтнă, вĕренекенсем валли апат та лартса янă. Вăл пĕçернĕ тутлă яшкасене шкула çÿренĕ ачасем паянхи кун та аса илеççĕ.
Пĕве кĕрсен Явраçа пĕр ял каччи Павăл куç хывать. Часах çамрăксем çемье çавăраççĕ. Тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартаççĕ, хуралтăсем тăваççĕ. Ефросия Павловнăпа Па- вел Константинович 4 ывăлпа 4 хĕр çуратса ÿстереççĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Анчах та ачисене ура çине тăратиччен нуши-тертне те сахал мар курма тивет. Акă пĕр çулхине кÿршĕре пушар тухать те ялти 3 кил çунса каять. Вăл шутра Чукмаревсен ĕмĕр тăршшĕпе пуçтарнă пурлăхĕ те кĕл айне пулать. Ял-йыш, тăванĕсем, кÿрши-арши пулăшнипе пысăк йывăрлăхсемпе пулин те вĕсем çĕнĕ çурт хăпартма пултараççĕ. Шел пулин те, 1986 çулта Явраç аппа мăшăрĕсĕр тăрса юлать. Йывăр чире пула Павел Константинович ĕмĕрлĕхех куçне хупать.
Йывăр пулсан та хĕрарăм малаллах ĕмĕтленет. Хуйха ĕçпе пусарать. Килти хуçалăхра хурт-хăмăр та тытать. Пыл хурчĕсемпе калаçса йăпанать. Нумаях пулмасть Ефросия Павловна 90 çул тултарчĕ. Пĕтĕм пурнăçĕ унăн ĕçре иртнĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 57 çул. Хастар ĕçшĕн вăл нумай Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçнĕ, медальсем те пур. Нумай ача çуратса ÿстернĕшĕн Е.Чукмаревана «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденăн 2 тата 3-мĕш степеньĕсемпе наградăланă.
Ватă пулсан та пĕчĕккĕн кăштăртатать. Йывăр пурнăç суранĕсем аса илтерсех тăрсан та аптрамасть. Хĕрĕсемпе ывăлĕсем амăшне лайăх пăхаççĕ, хăйсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерсе çын тунăшăн чĕререн тав тăваççĕ. «Эпир курнă нушана сирĕн курмалла ан пултăрччĕ», — тет ватă çын.
Л.ТИХОНОВА,
ялти ветерансен
канашĕн председателĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code