Четверг, 25 апреля

Спорта юратни, сывлăха çирĕплетни йĕлтĕр çине тăратать

Спорта юратни, сывлăха çирĕплетни йĕлтĕр çине тăратать

Январĕн 15-мĕшĕнче Комсомольски вăрманĕн хĕррине йĕлтĕр спортне юратакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Шкул çулне çитмен ачасенчен пуçласа спорт ветеранĕсем таранах Олимп чемпионне, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне Владимир Воронкова асăнса ирттерекен йăлана кĕнĕ ăмăртăва хутшăнма хапăл тунă. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов саламларĕç, тупăшусенче ăнăçу сунчĕç.
Старта чи малтанах шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене çÿрекенсем тухрĕç. Хĕр ачасем хушшинче Р.Гайнуллова пĕрремĕш, И.Козина иккĕмĕш, Ю.Можаева виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Т.Максимов, А.Козлов, А.Амирханов, А.Минсадров арçын ачасем хушшинче малти виçĕ вырăна çĕнсе илчĕç. 2006—2007 çулта çуралнă  хĕр ачасенчен  Д.Белкова /Хырхĕрри/ финишра чи лайăх кăтартупа палăрчĕ. Д.Яковлева /Асанкасси/ тата Л.Матросова /Çĕнĕ Мăрат/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Çак ÿсĕмри арçын ачасенчен Тăманлă Выçли спортсменĕ А.Кудрявцев çĕнтерчĕ. Ун хыççăнхи икĕ вырăна Хырхĕрринчен килнĕ Т.Никитинпа А.Морозов йышăнчĕç.
2004—2005 çулта çуралнисем хушшинче те тупăшусем хĕрÿ пулчĕç. Хĕрсенчен С.Осипова /Аслă Чурачăк/ пĕрремĕш, А.Афанасьева /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ иккĕмĕш, Е.Шуряшкина /Аслă Чурачăк/ виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Аслă классенче вĕренекен арçын ачасенчен С.Семенов ?Тăманлă Выçли/ маттуртарах пулчĕ, пĕрремĕш вырăна алăран ямарĕ. Д.Краснов /Нĕркеç/ иккĕмĕш, А.Алимов /Шурут/ виççĕмĕш кăтартусемпе палăрчĕç.
Предприятисемпе организацисенче тăрăшакансенчен хăйсен дистанцийĕсенче арçынсенчен З.Тимаев, В.Калашников, В.Гаврилов малти виçĕ вырăна йышăнчĕç. Хĕрарăмсенчен чи лайăх кăтартупа В.Арсентьева палăрчĕ. А.Крылова иккĕмĕш, Л.Можаева виççĕмĕш пулчĕç.
Спорт ветеранĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенчен айккинче юлмаççĕ. Çак тупăшура А.Самаркин мала тухрĕ. Н.Сахровпа Н.Ятманов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. В.Никифорова хăй ÿсĕмĕнчи ветерансем хушшинче палăрчĕ.
Ăмăртăва А.Осипов хăй те, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкулсен директорĕсем, район администрацийĕнче ĕçлекенсем те хутшăнчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен çак кун 200 ытла çын йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕ. Чи пĕлтерĕшли çĕнтерÿ мар, спорта юратни, сывлăха çирĕплетни — çакă тĕп тĕллевĕ пулчĕ вăрман хĕррине йĕлтĕр сырса килнисемшĕн. Пĕр старта тухсан вара кашниех çĕнтерме тăрăшать. Ăмăртура мала тухнисене ятарлă медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Йĕркелÿ комитечĕ «Кĕтне» ача-пăча спорт шкулĕнче, районти централизациленĕ клуб системинче тăрăшакансене, «Восток» ЯХПК председательне В.Михеева мероприятие йĕркелесе ирттерсе яма пулăшнăшăн тав тăвать.
Ю. ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *