Пятница, 19 апреля

Ялта прививка тăваççĕ

Ялта прививка тăваççĕ

Районти тĕп больница ĕçченĕсем коронавирус чирĕнчен хÿтĕленес тĕллевпе кашни эрнерех ятарлă графикпа вырăна тухса çынсене прививка тăваççĕ. Январь уйăхĕн пĕрремĕш эрнисенче вĕсем Шурутра, Александровкăра, Тукай Мишерĕнче,  Урмаелĕнче,   Асанкассинче пулнă.  Çак  эрнере  мобильлĕ  бригада  Хирти  Мăрат  /январĕн 19-мĕшĕ/, Аслă Чурачăк /январĕн 20-мĕшĕ/, Шурут /январĕн 21-мĕшĕ/ ялĕсене çитет. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн вара паянхи куна районта пурăнакан 12098 çын вакцинациленнĕ. Ревакцинациленнисем — 918. Районти тĕп больница тĕп тухтăрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Инна Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, район больницинче вакцинаци çителĕклĕ, больницăра вакцинаци пункчĕ кашни кунах ĕçлет.
— Ревакцинациленес текенсем валли «Спутник V» вакцина килнĕ. Нумайăшĕ «Спутник-лайт» вакцинăна ыйтаççĕ. Пĕлсе тăма çирĕплетсех калатăп: икĕ вакцина та пĕрешкелех. Çавăн пекех асăрхаттарса калатăп: январь уйăхĕн вĕçне коронавирус чирĕн 5-мĕш тапхăрĕ пуçланмалла. Çак вăхăтра çынсем тата нумайрах чирлĕç. Çавăнпа та чире хирĕç тăма пурте прививка тутарни лайăх. Тĕслĕхрен, коронавируспа чирлекенсен тата «хĕрлĕ зонăна» лекекенсен йышĕнче — вакцинациленменнисем. Прививка тутарнисем чире хăвăрт парăнтараççĕ, вĕсем йывăр чирлемеççĕ», — пĕлтерчĕ Инна Ивановна.
Иртнĕ хаçатра «омикрон» штамм Раççее çитнине пĕлтернĕччĕ, канмалли кунсенче вара Чăваш Енре те чирлĕ пĕр çынна тупса палăртнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *