Пятница, 19 апреля

Вăй-халне тупăшусенче тĕрĕсленĕ

Вăй-халне тупăшусенче тĕрĕсленĕ

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе çыхăннă канмалли кунсенче районта пурăнакансем тунсăхласа ларман. Спорта юратакансем тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшнă. Сывлăхне çирĕплетнĕ, кăмăл туйăмĕсене çĕкленĕ.
Январĕн 4-мĕшĕнче Тĕвенеш ялĕнчи хоккей площадкинче Н.Можаева асăнса йăлана кĕнĕ турнир ирттернĕ. Николай Иванович хăй те хоккей, футбол, йĕлтĕр спорчĕсене килĕш-тернĕ, çамрăксемпе ачасене те сывă пурнăç йĕрки енне туртăнтарма тăрăшнă. Тупăшăва Хĕл Мучипе Юрпике уçнă, спортсменсене ăмăртусенче ăнăçу суннă. Хĕрÿ тупăшусенче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи çамрăксен «Гигант» команди палăрнă, çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Канаш районĕнчен килнĕ «Гранит» команда иккĕмĕш вырăн, вырăнти ветерансен «Кубня» команди виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотисене тата парнесене тивĕçнĕ.
Асанкассинче çак кунах кăçалхипе тăваттăмĕш хут мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Унта 5 команда тупăшнă. Çĕнтерÿ-шĕн вăйăсем хĕрÿ пулнă. «Тугаево» команда ăстарах выляса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене «Асаново», «Кутеп и его команда» ушкăнсем тухнă. Уйрăмах ăста вылякан футболистсене те палăртнă. «Чи лайăх бомбардир» ята Стас Пыркинпа Стас Курицын çĕнсе илнĕ. Вĕсем хирĕç вылякансен хапхисене 14-шар мечĕк тапса кĕртнĕ. «Чи лайăх тапăнса вылякан», «Чи лайăх вратарь», «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ», «Чи хитре гол» номинацисенче Александр Пикеев, Алексей Ельтемиров, Алексей Степанов, Борис Маштанов палăрнă.
Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче январĕн 5-мĕшĕнче çамрăксен командисем хушшинче районти Депутатсен Пухăвĕн парнисене çĕнсе илессишĕн мини-футболла выляссипе Раштав турнирĕ иртнĕ. Унта 7 команда вăй виçнĕ. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн «Гигант» команди мала тухма пултарнă, турнирăн кубокне тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене «Гигант-2» тата «Динамо» командисем пайланă.
Январĕн 6-мĕшĕнче Нĕркеç ялĕнче ача-пăча хоккейне аталантарас енĕпе ĕçе кĕртекен «Ырă пăр» проектпа Еленăпа Геннадий Тимченкосен Ыркăмăллăх фончĕ укçа-тенкĕпе пулăшнипе тунă хоккей площадкине савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Ырă пăр» фондăн представителĕ- сем Иван Солдатовпа Олег Салтыков, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕ- сем, хоккей вăййине юратакансем сăмах илнĕ. Вĕсем çак утăм ялта хĕллехи спортăн çак енне аталантарас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Хоккей вăййине ялта та юратнине çирĕплетсе «Нюргечи» тата «Кĕтне» командăсем çĕнĕ площадкăра çĕнтерÿшĕн тупăшнă. Кунта Нĕркеçсем ăстарах пулни палăрнă.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илес енĕпе ирттерекен хоккей турнирĕ те йăлана кĕнĕ. Кăçал унта «Гигант» тата»Кубня» командăсем вăй виçнĕ. Кубока «Кубня» команда çĕнсе илнĕ. А.Николаев «Чи лайăх тапăнса вылякан», Д.Можаев «Чи лайăх вратарь», О.Платонов «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» ята тивĕçнĕ. Чи хитре гол кĕртекенни Е.Михайлов пулнă. Турнира хутшăннисенчен чи асли — В.Дмитриев, чи çамрăкки — Д.Кошкин.
«Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче «Слава картофелю» агрофирма призĕсемшĕн волейбол енĕпе Раштав турнирĕ иртнĕ. Спортсменсене ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн шалти политика управленийĕн начальникĕ В.Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, «Слава картофелю» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Х.Идиатуллин, «Слава картофелю» агрофирмăн учредителĕсен Совечĕн председателĕ А.Капитонов, Федераллă налук службин Канаш хулинчи уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Г.Филиппов, «Кĕтне» ФСК директорĕ Е.Тихонов саламланă, ăмăртусенче ăнăçу суннă. Пур команда та мала тухассишĕн хастар вылянă. «Турхан» команда пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта — «Кубня», виççĕмĕшĕнче — «Урмай» командăсем.
Январĕн 8-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСКра вĕренÿ ĕçченĕсем волейбол турнирĕнче тупăшнă. Раштав парнисене çĕнсе илес енĕпе площадкăна 9 команда тухнă. Тупăшура хĕрарăмсем хушшинче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн команди пĕрремĕш вырăн йышăннă. Тукай Мишер вăтам шкулĕн команди иккĕмĕш, Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ виççĕмĕш пулнă. Арçынсем хушшинче малти виçĕ вырăна «Кĕтне» ФСК, Комсомольски 1-мĕш, Комсомольски 2-мĕш шкулĕсен командисем çĕнсе илнĕ.
Ю.МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *