Понедельник, Январь 24

Çут ĕмĕтпе мала пăхни, пурнăçларĕ ачасен ĕмĕтне

Çут ĕмĕтпе мала пăхни, пурнăçларĕ ачасен ĕмĕтне

Çĕнĕ çул — пысăк уяв. Ăна ватти те, вĕтти те хавас. Ачасем çак уява уйрăмах чăтăмăсăррăн кĕтеççĕ. Çĕнĕ çул уявĕнче Хĕл мучи, çывăх çынсем, юлташсем парнесемпе савăнтараççĕ. Çак вăхăтра чи асамлă ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ.
Акă, Раççейри «Елка желаний» акци пурнăçланнăранпа ача-пăчасен 2150 ĕмĕтне пурнăçлама май килнĕ. Мĕн пирки кăна ĕмĕтленмеççĕ-ши ачасем? Кама йĕлтĕр, теприне çемçе тетте, виççĕмĕшне планшет, коньки, ролик, смартфон, ноутбук кирлĕ. Чăннипех те тем пирки те ĕмĕтленет ÿсекен ăру. Телее, шăпах çĕнĕ çул уявĕнче вĕсен ĕмĕчĕсене аслисем пурнăçлама пултараççĕ. Çак акцирен районта пурăнакансем те айккинче юлмаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çулсеренех ачасене кĕтнĕ парнепе савăнтарать. Акă, çак кунсенче Александр Осипов Ксения Живненко, Ангелина Муратова, Владислав тата Иван Павловсен, Имиль Файзов, Ильвина Хисамова ĕмĕчĕсене пурнăçласа парнесемпе савăнтарчĕ. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, райпо канашĕн председателĕ Светлана Грачева Никита Яковлев ĕмĕтне пурнăçларĕ. Акцире ачасене ролик, коньки, робот-тетте, конструктор, ÿкермелли хатĕрсем парнелерĕç. Тахçанах ĕмĕтленнĕ парнесемшĕн мĕн тери хĕпĕртерĕç шăпăрлансем. Вĕсем ĕмĕте пурнăçлакансене чĕререн тав турĕç. Çĕнĕ çул кашни ачашăн хаваслă, çутă уявсенчен пĕри пултăр.
А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code