Пятница, 19 апреля

Çĕнтерÿçĕне – диплом

«Хыпар» Издательство çуртĕнче Сăр тата Хусан чиккисене тума пуçланăранпа 80 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ «Хÿтĕлев чиккисем пирки пĕлетĕр-и?» викторина çĕнтерÿçисене чысланă.
Унта пирĕн районти Тăманлă Выçли шкулĕн вĕрентекенĕ Людмила Коновалова çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ. Вăл хăй пурăнакан тăрăхри окоп чавма хутшăннă 25 çыннăн шăпине уçăмлатнă, вĕсен тăванĕсемпе тĕл пулса калаçнă. Нумайăшĕн сăнÿкерчĕкне тупнă. Тăрăшуллă вĕрентекене, викторина çĕнтерÿçине саламлатпăр. Малашне те ĕçре çитĕнÿсем тума, çĕнтерÿ патне ăнтăлма сунатпăр.
С.ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *