Пятница, 19 апреля

Çынсен тимлĕрех пулмалла

Çынсен тимлĕрех пулмалла

Районта пурăнакан ултавçăсене 1 миллион та 400 пин тенкĕ куçарса панă.
Телефон урлă укçа-тенкĕ çухатнă тĕслĕхсем пирки халĕ халăх массăллă информаци хатĕрĕсем урлă анчах пĕлмест, пĕр-пĕринпе калаçнă чухне те час-часах сăмах пуçарать. Мĕншĕн тесен инкек курнисен йышĕ хутшăнсах пырать. Пĕр-икĕ хутчен çеç мар, талăкра темиçен те ку ыйтупа шалти ĕçсен пайне килеççĕ. Юлашки вăхăтра анчах ултавçăсен «серепине» республикăри 6 çын çакланнă. Вĕсем мошенниксене пурĕ 5 миллиона яхăн укçа куçарса панă. Пĕр тĕслĕхĕ — пирĕн районта.
Мĕнле пулса иртнĕ-ха çакă;
Декабрĕн 13-мĕшĕнче хĕр-арăм патне палламан номертен çине-çине шăнкăрав килнĕ. Вăл шăнкăравсем çине хуравланă. Палламан çынсем ăна банк ĕçченĕ тата полицейский тесе пĕлтернĕ, çийĕнчех хĕрарăмăн ятне, хушаматне, хăçан çуралнине каланă тата унăн ячĕпе ултавçăсем 2 млн тенкĕлĕх кредит илнĕ тесе пĕлтернĕ. Хăраса ÿкнĕ хĕрарăм палламан çынсем мĕн каланине тÿрех пурнăçланă, ултавçăсем калакан кодсене пĕтĕмпех телефона кĕртнĕ. Хăй те сисмесĕрех хĕрарăм хăй çине 1400 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ĕç-пуç кунпа кăна вĕçленмен. Ултавçăсем ыйтнине пурнăçласа хĕрарăм ялтан Комсомольскине килнĕ, «Сбербанк» банкоматне çитсе укçа-тенкĕне пĕтĕмпех ют çыннăн счечĕсем çине куçарса панă. Çапла вăл 1 миллион та 400 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă. Мĕн чухлĕ вăхăт хушшинче, ялтан район центрне çитиччен хĕрарăм полици уйрăмне шăнкăравласа пăхма та, банк уйрăмне çитме те шутласа пăхман. Çавна май ултав серепине çакланнă та. Хĕрарăм йăнăшнă пек йăнăшас марччĕ. Шăнкăравлакансене ан ĕненер!
Çĕнĕ Шупашкар хулинчи пенсионеркăна вара йăнăш утăм тăвасран банк ĕçченĕсем сыхласа хăварнă. «Хăрушсăр счет» çине 450 пин тенкĕ укçа куçарма пынă хĕрарăмран ыйтса пĕлнĕ те полици ĕçченĕсене чĕнсе илнĕ.
Усал шухăшлă çынсем ултав мелĕпе укçа сăптăрса илмелли темĕнле меслет те тупаççĕ. Ватă çынсене, сăмахран, тă-ванĕ çул-йĕр çинче инкеке лекни çинчен шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Çывăх çыннине медицина пулăшăвĕ пама е уголовлă ĕç пуçарассинчен чарма тăхтаса тăмасăр укçа кирли çинчен пĕлтереççĕ. Пурне те шанакан ватăсем курьер пек килнĕ çынсене çийĕн- чех укçа тыттарса яраççĕ.
Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем уголовлă ĕçсем пуçараççĕ-ха. Тепĕр чухне преступниксен йĕрĕсем çине те ÿкеççĕ. Анчах та ултавçăсем çав-çавах лăпланмаççĕ-ха. Çынсен хăйсен те тимлĕрех пулмалла. Банк ĕçченĕсем е право йĕркине сыхлакансем тесе сирĕн пата счетсем пирки шăнкăравласан телефона сÿнтерсе хурăр. Кирек мĕнле пулсан та васкаса укçа куçариччен шутласа, çывăх çыннăрсемпе канашласа пăхăр.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *