Четверг, 18 апреля

Каялла чакмасть коронавирус

Каялла чакмасть коронавирус

Статистикăна тишкерес пулсассăн республикăра коронавирус çĕнĕрен ернĕ тĕслĕхсем кăшт сахалланни паллă. Унпа пĕрлех Чăваш Енре больницăсенче чиртен сипленмелли вырăнсене те чакарнă. Кун пирки декабрĕн 15-мĕшĕнче ирттернĕ оперативлă штаб ларăвĕнче пĕлтерчĕç.
Анчах та республикăра та, районта та кăтартусем лăпланма иртерех пулнине калаççĕ.
«Короноавирус чирĕ пуçланнăранпа районта 3183 çын чирлине палăртнă, вĕсенчен 156-шĕ ачасем. Эрне пуçламăшĕ тĕлне Комсомольски районĕнче пĕтĕмпе 30 çын чирлине шута илнĕ. Вĕсенчен 7-шĕ больницăра сипленет, ыттисем — килте. Ноябрь уйăхĕнче çак чире пула 10 çын пурнăçран уйрăлнă, декабрь уйăхĕнче — 2. Нумайăшĕ чиртен упранса вакцинациленнĕ: 11486 çын. Анчах та пур те мар, çак шиклентерет те. Паянхи кун вакцинаци — чиртен хÿтĕленмелли чи шанчăклă мел», — пĕлтерчĕ Инна Ефремова ларура.
Чир аллине лекес мар тесен мĕн тумалла-ха? Паллах, чару мерисене çирĕп пăхăнмалла. Çакă хамăр сывлăха çеç мар, ытти çынсен пурнăçне çăлма та май парĕ.
Районта, акă, мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслев вăйне кунсерен ÿстереççĕ. Мĕн чухлĕ рейд, тĕрĕслев ирттереççĕ вĕсем: кашни кунах ялсем тăрăх тухса çÿреççĕ, районта пурăнакансемпе тĕл пулаççĕ, асăрхаттараççĕ, ытти регионсенчен килнисем, теветкеллĕх ушкăнĕнчисем самоизоляци режимне епле пăхăннине асăрхасах тăраççĕ. Унсăр пуçне, обществăлла вырăнсенче, лавккасенче çынсем маска режимне епле уяни те – мобильлĕ ушкăн тимлĕхĕнчех.
Маска тенĕрен… Маска режимĕ иртмен пулин те хăшĕ-пĕри унпа пачах та усă курасшăн мар. Лавккасене маскăсăр кĕрсе тухакансем те пур. Çынсем яваплăха туйманни, хăйсен, пĕрле пурăнакансен сывлăхĕшĕн тăрăшманни, паллах, пăшăрхантарать.
Коронавирус — хăрушă чир. Вăл çыннăн пурнăç хакне тăма пултарать. Эппин, харпăр хăй, таврари çынсен сывлăхĕ пирки шухăшласчĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *