Паспорт алла илчĕç

Декабрĕн 10-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 8 «а» тата 8 «б» классенче вĕренекен 14 çул тултарнă каччăсемпе хĕрсене ЗАГС уйрăмĕн залĕнче паспорт пачĕç. Мероприяти РФ Конституци кунĕпе пĕр килчĕ. Чи малтанах Раççей Федерацийĕн гимнĕ янăрарĕ. Унтан районти тĕп библиотекăн методисчĕ Нина Антонова пухăннисене РФ Конституцийĕн историйĕпе паллаштарчĕ. Ашшĕ-амăшĕ, çывăх тăванĕсем тата юлташĕсем çак яваплă вăхăтра мероприятие хутшăнса çамрăксене хавхалантарчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата «Комсомольский» ШĔМ миграци пункчĕн начальникĕ Арина Галкина çĕршывăн çамрăк гражданинĕсене паспорт парса саламларĕç. Çак чи кирлĕ документа илни — çитĕннисен пурнăç çулĕ çине тăмалли пĕрремĕш яваплă утăм пулнине палăртрĕç, унпа тирпейлĕ пулма тата Раççей Федерацийĕн гражданинĕн ятне çÿлти шайра тытма сунчĕç.
Район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Ольга Федотова çамрăксене ырă та ăнăçлă пурнăç çулĕ пиллесе, вĕсем район пуласлăхĕ пулнине палăртса ырă сăмахсем каларĕ.
Районти тĕп библиотека директорĕ, республикăри Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова паспорт çын пурнăçĕнче тĕп документ пулнине тата ăна тирпейлĕ тытмаллине аса илтерчĕ.
Районти нумай функциллĕ центр инспекторĕ Оксана Григорьева çамрăксене пурнăçри паллă кунпа саламларĕ, 18 çула çитсен вĕсен суйлава хутшăнма право пуррине каларĕ.
Пухăннисем пурте пĕрле тăрса асăнмалăх сăнÿкерчĕк ÿкерттерчĕç. Çамрăк гражданинсем «Эпĕ — Раççей гражданинĕ!» буклетпа кăсăклансах паллашрĕç.
Аллисене пĕрремĕш хут Раççей Федерациĕн гражданинĕн паспортне тытнă самант яшсемпе хĕрсен асĕнче яланлăхах юлĕ.
С.ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *