Çĕрĕн çиелти сийĕ — тăпра, чи паха пайĕ. Вăл ÿсен-тăрана тутлăхлă япалсемпе, шывпа, сывлăшпа, ăшăпа тивĕçтерет. Тăпра ял хуçалăх культурисен тухăçĕ çине витĕм кÿнине те пĕлетпĕр. Çавăнпах унпа тирпейлĕ пулмаллине, ăна упрамаллине кашниех ăнланать. Çĕр саккунĕсем ăна ирĕк илмесĕр вырăнтан тапратма та, хырса илме те чараççĕ. Анчах йĕркене пăсакансем кашни çулах тупăнаççĕ.
Раççейĕпе илес пулсан, çĕр саккунĕсене пăснă тĕслĕхсенчен пысăк пайĕ шăпах тăпрана вырăнтан куçарнипе, ăна тĕп тунипе е япăхлатнипе çыхăннă, пĕлтерет Россельхознадзор.
Кунашкал йĕркесĕрлĕхсене пĕтерес тĕллевпе предписани параççĕ. Вĕсене вăхăтра пурнăçламанран административлă майпа явап тыттарма тивет.
Çĕмĕрле районĕнче шăпах çапла пулса тухнă та. Патшалăх инспекторĕ Геннадий Румянцев каланă тăрăх, август уйăхĕнче ирттернĕ административлă тĕпчев 21600 тăваткал метр çĕрĕн паха сийне урăх çĕре купаласа хунине палăртнă. 2,5 метр çÿллĕш купа 2250 тăваткал метр лаптăк йышăнать.
Кунта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен комплекс валли силос хумалли вырăн тума пуçланă. Строительство пуçарма ирĕк паракан документсем пур. Ĕç хĕрсе пырать, бетон хунă лаптăксен калăпăшĕ — 65,88 тăваткал метр. Анчах çав ĕçсене юнашар лаптăкра ирттермелле пулнă. Тĕрĕсрех каласан, строительство валли урăх лаптăк уйăрнă пулнă. Силос хумалли вырăн вара тепĕр лаптăкра çĕкленет.
Тепĕр самант — рекультиваци проекчĕ. Ăна паянхи кун та кăтартайман строительство пуçланă общество. Ку документра, чи малтанах, çĕрĕн çиелти сийне упраса хăварасси пирки сăмах пулмалла. Çĕр — пурнăç никĕсĕ, пирĕн чи пысăк пуянлăх. Унпа пахалăхĕ чакасран тирпейлĕ усă курмалла, пулăхлăхне упрас, лайăхлатас тесе ĕçсем пурнăçламалла.
Çĕр саккунĕсене пăснăшăн обществăна 30 пин тенкĕлĕх штрафлама тивнĕ. Кунсăр пуçне çĕре сиен кÿнĕшĕн 52704 тенкĕ.
Шăтăксен тарăнăшĕ — 1 метр ытла
Елчĕк районĕнче вара бетон юпасене çĕртен кăларнă чухне хура тăпра шар курнă. Ку — унччен хăмла лартса çитĕнтернĕ вырăн. Тĕрĕслевпе çитнĕ кун 10 гектар çинче юпасене кăларнă пулнă. Çав вырăнсенче тарăн шăтăксем /1,20 метр таранах/ юлнă. Ĕçе пурнăçлама рекультиваци проекчĕ, демонтаж ĕçĕсем ирттерме ирĕк паракан документсем те пулман.
Патшалăх аслă инспекторĕ В.Новосельцев унччен хăмла туса илнĕ лаптăкăн кадастр номерĕ пулманнине палăртать. Ку çĕрсем ял хуçалăхĕнче усă курмаллисем. Анчах та вĕсем тĕллевпе усă курма юрăхсăрри тÿрех куçа тăрăнать. Юпасене кăларнă чухне çĕр бетон ванчăкĕсемпе хутăшса пĕтнĕ. 10 гектар çĕре акма-лартма юрăхлатма самай вăй хума тивĕ.
Тепĕр 6 гектар çĕр çинче вара агротехника мероприятийĕсем тахçанах ирттерменнипе йывăç-тĕм, çум-курăк ÿснĕ. Ку хутĕнче те административлă майпа явап тыттарма тивнĕ.
Чăваш Республикинче 10 уйăх хушшинче пĕтĕмпе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 2654,2 гектар çĕр çинче йĕркене пăснине тупса палăртнă.
Н. ВАСИЛЬЕВА,
Чăваш Республикин тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.