«Пушкин карттипе» — выставкăна

«Пушкин карттипе» — выставкăна

Иртнĕ эрнере Урмаелĕнчи культура çуртĕнче Чăваш республикинчи хальхи вăхăтри художниксен картинисен «Суварские фентэзи» ятпа куравĕ ĕçленĕ.
Килекенсене ЧР Художниксен союзĕн членĕ, Шупашкарти Чăваш патшалăх художество музейĕн экспозиципе выставка залĕн наука сотрудникĕ Алексей Николаев кĕтсе илнĕ, ÿкерчĕксемпе паллаштарнă. Унта районти пур шкулсенчен те тенĕ пекех ачасем çитсе курнă. Вĕсем «Пушкин карттипе» усă курса ÿнер ăстисен ĕçĕсемпе хапăлласах паллашнă. Çавăн пекех вăл карттăсемпе усă курса ачасем Хусанти Тутар патшалăх драмăпа комеди театрĕн артисчĕсен пултарулăхне те курса савăннă. Вĕсем К.Тинчуринăн «Лестница любви» спектакльне пăхнă.
Районти ачасем «Пушкин карттипе» туллинрех усă курма пултарни савăнтарать. Спектакльсем, концертсем пăхни, выставкăсене тата ытти культурăллă мероприятисене çитсе курни çамрăксен тавра курăмне анлăлатас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *