Хитре те интереслĕ, пăхма кăмăллă япаласем хушшинче пулма эпир пурте юрататпăр. Анчах ăсталама нумайăшĕ е кахалланатпăр, е алă пымасть. Ÿркенмен маçтăр вара пĕр-пĕр илемлĕ япала тунă çĕре вăхăтне тата пултарулăхне çеç мар, чунне парать.
Мария Павловна Ильязова Хирти Явăшри Мартыновсен çемйинче çуралнă. Йĕппе çип тытма пĕчĕкĕллех амăшĕнчен хăнăхса юлнă. Шел, вăл 8 çула çитсен амăшĕ чире пула çĕре кĕнĕ, 5 пĕртăван тăлăха юлнă. Ашшĕ тепре авланнă.
— Амаçури аннепе аттен шăписем пĕр евĕрлĕ килсе тухнă. Иккĕшĕн те мăшăрĕсем пурнăçран уйрăлса кайнă. Тăлăх арăм пĕр хĕрĕпе тата хунямăшĕпе пурăннă. Аттепе пĕрлешсен вăл тата 3 ача çуратрĕ. Амаçури анне фермăра сысна пăхаканра ĕçлетчĕ. Вăл умне тĕрленĕ саппун çакмасăр çÿресе курман — питĕ тирпейлĕччĕ. Пире те тирпейлĕхе хăнăхтаратчĕ. 9 ачана пурне те пĕр пек пăхатчĕ. Иккĕмĕш аннен манпа пĕр ÿсĕмри аслă хĕрĕпе Гальăпа эпир уйрăмах килĕштереттĕмĕр. Мĕн чухлĕ тĕрĕ тĕрленĕ пуль иксĕмĕр ăмăртмалла. Пирĕн çемьере «ют» е «тăван мар» ача пулман. Яланах туслă, килĕштерсе пурăннă, — ачалăхĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. — Паянхи кун та тăванлăх туйăмне упратпăр, пĕр-пĕрин патне тăтăшах кайса килсе çÿретпĕр. Çак куна çитсе пирĕн хушăра тăван уйăрни пĕрре те пулман.
Мария ялти шкулта 10 класс пĕтернĕ хыççăн Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче бухгалтера вĕреннĕ. Унтан Шупашкарти агрегат заводĕнче çулталăк ĕçленĕ. 1974 çулта, тăван яла таврăннă. «Дружба» колхозра бухгалтерта ĕçлеме тытăнса тĕрлĕ должноçра нумай çул тăрăшнă.
Хĕр Тутар Элпуç яшĕпе Селимдян Ильязовпа килĕштерсе çÿресе 1975 çулта мăшăрланнă. Вăл вăхăтра ялта пурăнакан чăвашпа тутар çамрăкĕсем çемье çавăрнă тĕслĕхсем питех пулман пулсан та ашшĕ-амăшĕ ачисем суйласа илнĕ телее хирĕçлемен. Малтан мăшăр арçын тĕп килĕнче пурăннă. Икĕ çултан уйрăлса тухнă. Тăрăшуллă çемьен кил-картийĕ выльăх-чĕрлĕхпе тата кайăк-кĕшĕкпе тулнă. Мария Павловнăпа Селимдян Гадельянович 3 хĕр çуратса ÿстернĕ. Эльвира кÿршĕ урамра çемйипе пурăнать, Алевтина Шупашкарта тĕпленнĕ, Эленура — тăван килте. Хĕрĕсем çитĕннĕ, савăнса çеç пурăнмалла та… Шел, кил хуçи нумаях пулмасть пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайнă. Мария Ильязова яланах алă ĕçне ухата пулнă. Алсиш-чăлха, тĕрлĕ кофтăсем нумай çыхнă. Хĕрĕсене хитре тумпа çÿретме тăрăшакан хĕрарăм ачисене кĕпесемпе куртка-пальто таранах çĕлесе тăхăнтартнă. Вăхăт сахалрах пулсан та алă ĕçĕ валли каçсерен пур-пĕр «вăхăт вăрласа илнĕ».
Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине паллă тунă çул Наталья Павлова библиотекарьпе канашласа Мария Павловна 16 вăрçă ветеранне открытка, мăшăрĕсем вăрçă хирĕсенче юлнă 8 тăлăх арăма салфетка тĕрлесе парнеленĕ. Çак мероприяти хыççăн ялти культура ĕçченĕсемпе çирĕп çыхăну тытма пуçланă вăл.
— 2017 çулта районти Акатуй тĕлне чăваш тĕррине шкулта вĕрентмелли пособипе усă курса эрешсем тĕрлерĕмĕр. Тăрăшни сая каймарĕ — пирĕн библиотека малти вырăна тухрĕ. Хамăр тунă ĕçе лайăх хак пани яланах хăпартлантарать. Мана та çак çитĕнÿ тата та ытларах тĕрлеме хавхалантарчĕ. Чăваш эрешĕсене пусăрăнсах тĕрлеме пикентĕм. Кăçал Марина Ивановăпа канашласа правленири хуçалăх карттине пысăклатса ÿкерсе илсе хамăр ял тăрăхĕн карттине тĕрлерĕм. Малтан миллиметрпа виçсе пысăклатса чертеж турăм. Пилĕк яла уйăрса, чиккисене палăртса кашнинех хăйне евĕрлĕ эрешпе паллă турăм. Çырма-çатрасене те палăртрăм. Ял тăрăхĕн гербĕпе, ялавĕ те вырăн тупрĕç картта çинче. Мăнукăм та манпа пĕрле интересленсех чăваш эрешĕсене тĕрлет. Хам пĕлнĕ таран вĕрентетĕп, пулăшатăп ăна. Хĕрĕм те, вăхăчĕ сахалрах пулсан та, алă ĕçĕпе аппаланма кăмăллать
Манăн ĕмĕт пур. Авалхи тутар эрешĕсене тĕрлеме вĕренес килет. Интернетра шыраса пăхрăм. Авалхи тутар эрешĕсем çукпа пĕрех. Хусанта пурăнакан тăванăмсене те пĕр-пĕр вĕренÿ пособийĕ шыраса пăхма каласа хутăм. Чăваш тĕррине кĕнекерен пăхса вĕреннине тутар эрешне тĕрлеме те вĕренеетĕп ĕнтĕ, — ман ыйтусем çине хуравласа калаçрĕ Мария Павловна.
Маçтăр масмаксем те ăсталать. Сăмах май каласан, клуба валли — ултă, шкул ачисене валли тăватă масмак туса панă. Мария Павловна ăсталанă япаласем килте тусан пухса выртмаççĕ — вăр-вар хăйсен хуçисене тупаççĕ. Вăл чунне парса тунă тĕрĕсене, япаласене тăванĕсене, паллакансене парнелет. Вĕренес текенсене те хапăлласах пулăшать. Мария Павловна мана авалхи эрешсене тĕрлеме мулине çиппи чи лайăххи пулнине ăнлантарса пачĕ. Сăлтавĕ вара çак çип вăхăт иртнĕçемĕн кĕççеленсе кайманнинче иккен. Маçтăр хăй ĕçĕсенче Петербург хулинчи Киров ячĕллĕ фабрика туса кăларакан мулине çиппипе çеç усă курать. Ыттисемпе танлаштарсан унăн пахалăхĕ пысăкрах.
— Мăшăрăм: «Куçна пĕтерсе ларатăн», — тетчĕ. Халĕ алă ĕçĕ маншăн чун йăпанăçĕ. Йĕппе çип тытса пусма çине эрешсем сăнарлама пуçласан пуçри йывăр шухăшсем сирĕлеççĕ. Вăхăт иртни те сисĕнмест. Культура çурчĕн заведующийĕ Лариса Носова та кулянса ларма памасть. Вăл пĕр-пĕр ĕç пуçарса ярса хавхалантарма маçтăр. Нумаях пулмасть Чăваш тĕррин кунĕ тĕлне йĕркеленĕ «Эпир пĕрле ĕç тăватпăр» выставка-конкурса Эльвирăпа тата Адиляпа хутшăнса 2 степеньлĕ Диплома тивĕçрĕмĕр. Унта хутшăнма та Лариса хавхалантарчĕ. Каласа хăвармалла, конкурса пирĕнсĕр пуçне ыттисем пурте культура ĕçченĕсем хутшăннă. Пирĕн ăсталăха аталантарма пулăшнăшăн, алă ĕçĕсене пысăк хак панăшăн, мероприятисемпе выставка-конкурссене хутшăнма хавхалантарнăшăн тав тăватăп.
Мария Ильязова ялти клуб заведующийĕ Лариса Носова ертсе пыракан «Ăста алăсем» кружока çÿрет. Пĕр шухăшлă çынсемпе хутшăнса калаçни чĕре ыратăвне те çăмăллатать. Сăмах май каласан, 80 çулсенчех илнĕ хорта юрлакансен кĕписенчен питĕ илемлĕ сĕтел виттисем, алшăллисем ăсталанă. Халĕ культура ĕçченĕсем ялти фельдшерпа акушер пунктне уçнă ятпа йĕркелекен мероприятие тăрăшса хатĕрленеççĕ. Алă ăстисем тунă япаласене сентресем çине вырнаçтарнă. Хĕл Мучипе Юрпике илемлетнĕ чăрăш умĕнче кашни кĕрекен кăмăлне уçаççĕ, часах Çĕнĕ çул çывхарнине систереççĕ. Ĕçлекенсен те, кружока çÿрекенсен те тăрăшулăхĕ куçкĕрет. «Пирĕн ялта юрра-ташша ăста çынсем те нумай. Сцена çинче юрласа ташлас, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнас кăмăл пысăк та вĕт — клуб çурчĕ шалтан юхăнни чăрмантарать. Тĕпрен юсассине чăтăмсăррăн кĕтетпĕр», — шухăш-кăмăлĕсемпе, ĕмĕчĕсемпе паллаштарчĕç хĕрарăмсем.
С.ЕФИМОВА.