Кăçалхи январь — ноябрь уйăхĕсенчи лару-тăрăва тишкерсен район территорийĕнче çынсен банк счечĕсем çинчен улталаса укçа вăрланă тĕслĕхсем чылаййине асăрхатпăр. Ултавçăсенчен шар куракансен хаçат, интернет урлă саракан асăрхаттару материалĕсемпе, магазинсенче вырнаçтарнă памяткăсемпе тĕплĕнрех паллашмалла пулнă та — анчах та «шăнман пăр çине ларсан» çеç нимĕн те тăваймăн. Шăнкăравлакан палламан çынсемпе калаçмалла маррине, банк карттисен реквизичĕсене, кодсемпе парольсене ют çынсене памалла маррине, телефонпа шăнкăравлакан каласа пыни тăрăх финанс операцийĕсем тăвассинчен тытăнса тăмаллине яланах асра тытас пулать. Кун пек тĕслĕхсенче чăн-чăн банк сотрудникĕсене е йĕрке хуралне шăнкăравламаллине нумай хутчен каланă пулсан та ултавçăсен аллине лекекенсем пур-ха.
Районĕпе тишкерсен, чи нумай тĕслĕх Урмаел ялĕнче пулнă. Акă, июль уйăхĕн пуçламăшĕн- че çак ялта пурăнакан хĕрарăма банк ĕçченĕн ячĕпе шăнкăравланă та 17 пин тенкĕ укçине йăкăртса кайнă. Сентябрĕн 4-мĕшĕнче çак ялти тепĕр хĕрарăма ун ячĕпе такам кредит илни çинчен пĕлтернĕ, кредита хупас тĕллевпе хăйĕн çине онлайн мелпе 220 пин тенкĕлĕх тепĕр кредит илме, укçана ултавçăсен счечĕ çине куçарма ÿкĕте кĕртнĕ. Çак кунах тепĕр Урмаел çынни те шар курнă, ултавçăсене 230 пин тенкĕ куçарса панă. Сентябрĕн 15-мĕшĕнче тата тепĕр хĕрарăм Инстаграмра укçа инвестицийĕ çинчен калакан пĕлтерÿ курса ссылка тăрăх куçнă. Çакăн хыççăн ăна ултавçăсем тĕрлĕ номерсенчен шăнкăравлама пуçланă. Вĕсем ăна 600 пин тенкĕ кредит илме, ăна куçарса пама ÿкĕте кĕртнĕ.
Февраль уйăхĕнче Тури Тимĕрчкасси çынни те «шăнман пăр çине ларнă». Ăна ун ячĕпе такам 1120000 тенкĕлĕх кредит илни çинчен пĕлтернĕ. Юлашки вăхăтра банка çÿремен хĕрарăм хăраса ÿкнĕ. «Сбербанк онлайн» хушăмра ултавçăсем каласа пынă пек кнопкăсене пусса хăйĕн çине 150 пин тенкĕ кредит илнĕ, ăна ултавçăсене ярса панă. Март уйăхĕнче Çĕнĕ Мăрат çынни те ют çынсене ытлашшипех шанса шар курнă. Малтанах ăна банкăн «хăрушсăрлăх службин ĕçченĕ» шăнкăравланă та банкра упранакан укçине хÿтĕлеме сĕннĕ. Анчах та ял çынни ăна ĕненмен. Кун хыççăн унпа «следователь» çыхăнса ултавçăсем шăнкăравлани çинчен ыйтса пĕлнĕ, халĕ ăна чăн-чăн банк ĕçченĕ шăнкăравласси, ăна шанма юрани çинчен пĕлтернĕ. Хыççăн унпа çыхăннă «банк ĕçченне» Çĕнĕ Мăрат çынни тĕрлĕ счетсем çинче упранакан 5 миллион тенкине куçарса панă.
Август уйăхĕнче Йăвашкел ялĕнче пурăнакан çын ултавçăсене банк карттин реквизичĕсене пĕлтерсе 4200 тенкĕсĕр тăрса юлнă. Çак уйăхрах Тукай хĕрарăмĕ 10 пин тенкине ултавçăсене куçарса панă. Дубовка çынни хăйĕн банк карттине блокировка тăвасран хăраса «банк ĕçченне» 17 пин тенкĕ куçарнă. Кун пек тĕслĕхсем Кĕçĕн Каçал, Комсомольски тата Хирти Явăш ялĕсенче пурăнакансемпе те пулнă.
Интернет урлă тавар туянас текенсем шар курнă тĕслĕхсем те пур. Çапла май уйăхĕнче Анат Тимĕрчкасси çынни пĕр сайт урлă 7 пин тенкĕ тăракан телефон заказ панă. Анчах та телефон ун патне çитеймен. Октябрьте Тукай Мишер ялĕн çынни «Авито» сайт урлă арматура туянас тесе ултавçăна 415 пин тенкĕ куçарса панă.
Çак тĕслĕхсемпе пуринпе те уголовлă ĕçсем пуçарнă. Вĕсем тăрăх тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ.
Район çыннисене тепĕр хут асăрхаттаратпăр: тимлĕ пулăр, телефонпа шăнкăравлакан ют çынсене ан ĕненĕр.
С.ПРОХОРОВ,
РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн полици начальникĕн çумĕ.