Пятница, 19 апреля

Тутар пулсан та чăвашла çырнă

Тутар пулсан та чăвашла çырнă

Район хаçачĕн малтанхи ялкорĕсенчен пĕри Чĕчкен ялĕнче пурăннă Х.Ш.Минетуллин пулнă.
Хадзят Шакирзянович çамрăклах хаçатпа туслашнă та мĕн çĕре кĕричченех унран уйрăлман. Ялта аслă пĕлÿ илнĕ пĕрремĕш çын хăйĕн пурнăçне ĕмĕрĕпех халăх хушшинче ирттернĕ. Шкултан лайăх вĕренсе тухнăскер, учительсене вăрçа илсе кайнă пирки 1942—1943 çулсенче Чĕчкенти 7 çул вĕренмелли шкулта та ачасене пĕлÿ панă. Ун чухне вăл 18 та тултарман пулнă-ха. Салтак çулне çитсен Х.Минетуллин вăрçа тухса каять. Вăл 3-мĕш Белоруси фронтĕнче çапăçать. Тăван тăрăха 1946 çулта çеç таврăнать. Пĕтĕм пурнăçне Хадзят Шакирзянович ачасене вĕрентес, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларас ĕçе панă. Чĕчкен тĕп шкулĕн директорĕ пулнă вăхăтра вăл сад чĕртес енĕпе те тăрăшнă. 1992 çулччен Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче ачасене тутар чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма, хисеплеме хăнăхтарнă, халăх йăли-йĕркине упрама, малалла тăсса пыма пехилленĕ.
Х.Минетуллин ачасене пĕлÿ пама та, ялти, шкулти обществăлла ĕçсене йĕркелеме, вĕсене хутшăнма та ĕлкĕрнĕ. Ял совечĕн чылай созывĕн депутачĕ пулнă.
Комсомольскине çуранах çитнине каласа паратчĕç. 50—60 çул каялла автобуссем çÿремен, колхозсенче те транспорт хатĕрĕсем сахал пулнă. Мĕн ачаран çуран çÿреме хăнăхнăскере 10—12 çухрăма утса çитесси темех пулман. Район центрне килсен хаçат редакцине кĕрсе тухмасăр кайман. Яланах пĕр-пĕр статья е заметка парса хăварнă. Чăн тĕлĕнмелли — хăй тутар пулсан та хайлавсене чăвашла çырни. Статьясенче вăл Чĕчкен ял советне кĕрекен ялсен пурнăçне çутатнă, вĕсенчи пултаруллă çынсем пирки каласа панă. Çитменлĕхсене, татса паман ыйтусене те асăрханă вăл, сăмаха тÿртен калама та хăраса тăман. Чăн-чăн обществăлла корреспондент пулнă Х.Минетуллин.
Мăшăрĕпе, Кадире Фераховнăпа пĕрле вĕсем 5 ача çуратса ÿстернĕ. Пурне те тивĕçлĕ воспитании парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пĕр ывăлĕ, Ильдус Хадзятович, нумай çул районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп аграномĕ пулса ĕçлерĕ. Вăл та хаçатпа тачă çыхăну тытатчĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем уй-хир культурисем туса илес енĕпе мĕнле ĕçлесе пыни пирки пĕлтерсех тăратчĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та хаçатпа çыхăнăва татмасть.
Ю.МИХАЙЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *