Вĕсем пирĕн асран тухмĕç

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă хăрушă та тискер вăрçă çинчен паян пурте пĕлетпĕр, паллах. Тăватă çул кĕрленĕ хаяр вăрçă тĕнче историйĕшĕн пĕчĕк самант çеç пек туйăнать, этемлĕх историйĕшĕн вара — нихçан асран тухман вăхăт. Асаттесемпе асаннесен, кукамайсемпе кукаçисен, аттесемпе аннесен, пирĕн ачасен, мăнуксен асĕнчен çак хаяр вăрçă нихçан та тухмĕ. Тăван çĕршывăн чĕри çинчи суранĕ — Аслă вăрçă — яланлăхах юлĕ. Нимĕç çарĕ пысăк та вăйлă пулнă, пирĕн çĕршыва фашистсем пĕр уйăхрах çĕнтересшĕн пулнă. Çапах вăрçă тăватă вăрăм та йывăр çула тăсăлнă. Тăшмана çĕнтернĕренпе кĕçех 77 çул çитĕ, анчах хаяр вăрçа эпир нихçан та манмăпăр. Манма мар, халăх телейĕшĕн кĕрешнĕ совет салтакĕсен, тылри çынсен паттăрлăхĕ çинчен вулăпăр, тĕпчĕпĕр, асран кăлармăпăр. Мĕншĕн тесен вĕсем пире мирлĕ пурнăç панă. Вĕсен паттăрлăхĕ çамрăксене малалла та малалла ырă вăй парса тăрĕ.
Раççейре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен айккинче тăрса юлнă çемье çук паллах. Тăван халăха фашистсенчен хăтарнă совет салтакĕн паттăрлăхĕ çинчен эпир манмастпăр. Çапах тылра паттăрла çĕнтерÿ туптанă çынсене яланах аса илместпĕр çав. Вĕсем Тăван çĕр-шывшăн вăйне шеллемесĕр ĕçленĕ. Вăрçă тухни çинчен хăрушă хыпара илтсен арçынсем пурте фронта пуçтарăнма пуçланă, хĕрарăмсем вĕсене ăсатса янă. Ачасем çитĕннисемпе танах фронта лекес, фашистсене хирĕç кĕрешес тесе тăрăшнă, анчах ку енĕпе пурте пултарайман. Çавăнпа 13—14 çулсенчи ачасем тылра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. Тăванĕсемпе пĕрле вĕсем хĕç-пăшалсем, снарядсем, минăсем, патронсем тунă. Ачасем ытларах токарь станокĕ умĕнче ĕçленĕ. Унта опытран ытла пысăк тÿсĕмлĕх кирлĕ пулнă. Выçă, ывăннă ачасем çаплах ĕçленĕ, çĕнтерессе шаннă. Хăйсен кулленхи ĕçне вĕсем темĕнле паттăрла ĕç вырăнне хуман. Ялсенче ачасемпе хĕрарăмсем фронта ăсатма çăкăр çитĕнтернĕ.
Манăн та тылри паттăрсен ĕçĕ çинчен тĕпчесе пĕлес килчĕ. Шкулта шырав отрячĕ йĕркеленине эпĕ 5-мĕш класра чухнех илтнĕччĕ, анчах ун пирки тĕплĕн пĕлмен. Ÿснĕ май ку отряд ачисем час-часах вăрçă историне тĕпчени, экспедицисене кайни çинчен илтрĕм. Вĕсен ĕçĕ мана питĕ кăсăклантарчĕ. 8-мĕш класа куçсан эпĕ те отряда кĕме шутларăм. 2021 çула шăпах Сăр шывĕ хĕрринче хÿтĕлев чиккине тунă çĕрте ĕçлекенсене халалларĕç. Пирĕн йăхран çав чикĕре кам пулнă-ши тесе тăвансене тĕпчерĕм. Никам та пулман иккен. Анчах кÿршĕ касра пурăнакан Валентина Толокнован амăшĕ çав чикĕре вăй хунине пĕлтĕм. Çакăнтан пуçланчĕ вара манăн тĕпчев ĕçĕ.
Ульяна Архиповна Архипова /Белкина/ Комсомольски районне кĕрекен Тукай салинче 1918 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 8 çулта ялти шкулта вĕренме пуçланă. Хăйĕн юратнă учительне Варвара Константиновна Печниковăна ăшшăн çеç аса илнĕ вăл. Ульяна мĕн пĕчĕкрен колхозра ĕçленĕ. Ашшĕ, Архип Степанович Архипов, колхоза кĕрекенсенчен пĕрремĕш пулнă. Хăйĕн ачисене вăл мĕн пĕчĕкрен колхоз ĕçне явăçтарнă.
1941 çулта хăрушă вăрçă пуçлансан Ульянăна тантăшĕсемпе /Анастасия Ивановна Крипцовăпа тата Агафья Порфирьевна Белковăпа/ Улатăр районĕнчи Алтышево ялне Сăр хĕрринчи хÿтĕлев чиккине тума яраççĕ.
Ульяна Архиповна Белкинан хĕрĕ — Валентина Порфирьевна Толокнова — нумай çул ялти библиотекăра вăй хунă. Ун патĕнче вулавăшра эпир вĕт-шакăр ача-пăча чухне пайтах хĕвĕшнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа пĕр шикленмесĕр паллакан, хисеплекен çын патне уттартăм. Мана вăл кăмăллăн кĕтсе илчĕ.
Валентина Порфирьевна амăшĕ каласа панисене куççуль витĕр аса илет: «Питĕ сивĕ пулнине анне час-часах аса илетчĕ, макăратчĕ. Ал-урисем шăннă, çăм аттипе тумтирне витĕрех йĕпетнĕ, тăнран та кайнă. Пĕчĕк лаçра пурăнса ирччен те ăшăнма май килмен. Ирхине типсе çитмен атă-пушмакпа тумтирĕ ÿт çинчех шăнса ларнă. Пĕррехинче вăл киле канма таврăнчĕ, анчах ăшăнма та ĕлкĕреймерĕ — каялла ĕçе таврăнма тиврĕ. Аннен алли-ури час-часах ырататчĕ. «Ку окопсенчи ĕç хăйĕн йĕрне ĕмĕрлĕхе хăварчĕ», — ассăн сывлатчĕ вăл суракан аллисене сăтăркаласа…»
Улатăр районĕнчен таврăнсан Ульяна Архиповна пенсие тухичченех Тукайри сысна ферминче ĕçленĕ. Ăна ĕçри çитĕнÿсемшĕн грамотăсемпе наградăланă. Порфирий Васильевич Белкинпа çемье çавăрса хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. 1989 çулта У.Архипова ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Унăн ятне Комсомольски район энциклопедийĕн 2-мĕш томне кĕртнĕ.
Валентина Порфирьевна патĕнчен тухса килелле утнă май эпĕ шухăша путрăм. Мĕн чухлĕ нуша курма тивнĕ вĕт вăрçă çулĕсенче çынсене! Вăрçă пирĕн тăрăха çитмен, кунта минăсем сирпĕнмен, анчах кунта та хăйне май вăрçă пынă. Тылра тăшмана хирĕç ватăсемпе яш хĕрсем, ача-пăча тар юхтарса кĕрешнĕ.
Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте тăван халăхăмăр чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă. Тăван çĕршывăн хаяр вăрçи пынă чух пурте мĕнпур вăй-халне тăшмана пĕтерме янă. Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхне эпир нихăçан та манмăпăр. Вĕсене яланах пуç тайăпăр, ирĕклĕх парнеленĕ чунпа паттăр çынсене чĕрере упрăпăр. Çĕршыв ирĕкĕшĕн, этемлĕх телейĕшĕн пуçне хунă çынсене, хальхи тăнăç пурнăçшăн кĕрешнĕ паттăрсене чыс та мухтав!
Л. МАТРОСОВА.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *