Понедельник, 11 ноября

Чăвашла ыйтатăп, вырăсла хуравлать

Чăвашла ыйтатăп, вырăсла хуравлать

Республикăри хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентесси лайăх-и, начар-и, пырать-ха. Çав вăхăтрах ял ачисем мĕн пĕчĕкрен вырăсла калаçса ÿсни тĕлĕнтерет те, пăшăрхантарать те. Çакă пĕр-икĕ ялта çеç мар, чылай çĕрте палăрать. Ку паянхи кун моди пулса кайрĕ-ши е чăннипех те тăван халăх чĕлхине хисеплеменни-ши? «Эпĕ чăвашла ыйтатăп, мана вырăсла хуравлать» тенине пĕр çынтан çеç илтмен эпĕ. Ял урамĕсенче те, шкул çывăхĕнче те ачасем вырăсла шапăлтатнине илтме пулать. Ирĕксĕрех хула ачисем килсе тулнă тесе шутлатăн. Вырăсла, акăлчанла е нимĕçле, французла, тутарла пĕлни лайăх-ха вăл. «Мĕн чухлĕ ытларах чĕлхе пĕлетĕн — çавăн чухлĕ эс пуянрах» тенĕ пĕр ăсчах. Анчах та çав вăхăтрах тăван, атте-анне чĕлхине хисеплемесĕр килте те, урамра та вырăсла çеç калаçни килĕшÿллĕ мар. Чăваш чĕлхине пирĕн мăн асаттесем темĕнле йывăр лару-тăрура пурăнсан та паянхи кунччен упраса çитернĕ.

«Чăваш чĕлхи Канашран иртсен кирлĕ мар» текен каларăш иртнĕ ĕмĕр пуçламăш çулĕсенченех пырать. Çакăн пек шухăшлакансем пур пулсан та, тăван чĕлхене юратакансем, хисеплекенсем ытларах пулнипе чăваш чĕлхи пурăнать-ха. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене пĕчĕкренех вырăсла калаçтаракан ашшĕ-амăшĕ ачисене лайăхрах туса парасшăн пулĕ. Вĕсене те пĕр енчен ăнланма пулать-тăр, ÿссен вырăсла акцентсăр калаçни пурнăçра пысăк пулăшу парасса шанаççĕ. Анчах та ачасем вырăсла калаçу шайĕнче çеç пĕлни аслă шкулсене кĕнĕ чухне те, ĕçе вырнаçнă вăхăтра та пысăк витĕм кÿресси иккĕлентерет.
Чи тĕлĕнмелли — ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе калаçнă чухне ачисем вырăсла çеç калаçнăшăн пăшăрханнă пек пулаççĕ. Пĕчĕккисем аслисенчен тĕслĕх илсе ÿсеççĕ-çке. Компьютер, смартфон, урам витĕм кÿрет пулин те ачасем ытларах килте пулса ашшĕ-амăшĕпе пуплеççĕ. Апла пулсан вĕсем те хăйсен тĕпренчĕкĕсем пĕчĕкренех вырăсла калаçса ÿснине хирĕç мар. Çакă тăван анне-атте чăлхине, çав вăхăтрах хăй халăхне те хисеплеменниех пулмасть-ши?
Чăваш халăхне тĕнчипех чапа кăларнă, çĕршывра ырă ят çĕнсе илнĕ паллă çынсенчен чылайăшĕ вырăсла çыхăнтарса лайăх калаçма ялтан тухса кайса вĕренме кĕрсен çеç пуçланă. Çакă вĕсене наукăра, искусствăра тата ытти отрасельсенче пысăк çитĕнÿсем тума пĕрре те чăрмантарман. Апла пулсан ача чухне тăван чĕлхе илемне туйса, чунтан калаçса ÿссен те, хăв тăрăшуллă пулсан ÿсĕмсем тума пулать. ЧР Президенчĕ О.Николаев та, сăмахран, ялта чăвашла пуплесе ÿснĕ. Халĕ вырăсла мĕнле таса калаçать. Çав вăхăтрах унăн сăмахĕсенче тăван чĕлхене юратни те, хисеплени те палăрать. Тăван тăрăхран аякра 40 çул ытла пурăнакан ентешпе пĕррехинче калаçрăм та, чăвашла манса кайманнинчен тĕлĕнтăм. Хăшĕ-пĕрисем хулара виç-тăватă çул пурăнсанах чăвашла «пĕлмеççĕ».
«Мĕн тума кирлĕ чăваш чĕлхи;» текен ыйту патне таврăнар-ха. Тĕнчипе паллă академик Н.Марр çак чĕлхе чи авалхисенчен пĕри пулнине, унти сăмахсен тымарĕсем тăрăх ытти чĕлхесене тĕпчеме май пулнине палăртнă. Н.Ашмарин чăваш халăхĕн чĕлхине, йăли-йĕркисене, юрри-ташшине тĕпчесе 40 пин чăваш сăмахне çырса илнĕ, словарь хатĕрленĕ. Хăй вырăс пулсан та чăваш чĕлхипе интересленнĕ. Вăл словаре кĕнĕ чылай сăмах çулсем иртнĕçемĕн кивелсе архаизмсене куçнă пулин те, чĕлхе çĕнĕ сăмахсемпе те пуянланнă. Юлашки çулсенче пичетленнĕ М.И.Скворцовăн «Вырăсла-чăвашла словарĕ» икĕ томпа тухнă. Унта 32 пин те 500 сăмаха кĕртнĕ. Çак авторăн чăвашла-вырăсла словарĕнче 40 пине яхăн сăмах пулнă. Çак цифрăсене мĕншĕн илсе кăтартрăм-ха? Чĕлхе пуянлăхĕ чакман. Эпир хамăр калаçура словарьти сăмахсен питĕ пĕчĕк пайĕпе çеç усă куратпăр. Мĕншĕн тесен хамăр чăваш пулсан та литература чĕлхине кĕнĕ сăмахсенчен чылайăшне пĕлместпĕр. Калаçура сисмесĕрех кирлĕ сăмах тупаймасăр вырăсла персе яратпăр.
Чĕлхе пĕтсен, халăх пĕтет. Ку чăнлăх. Енчен те чăн чăваш ялĕсенчи ачасем те мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçмасан чĕлхен малашнехи шăпи мĕнле пуласси паллă ĕнтĕ. Шăпах ял чĕлхене сĕткен парса тăракан çăлкуç пулса тăрать-çке. Хальлĕхе ялти ачасем чăвашла калаçманнине чылайăшĕ паянхи кунăн çивĕч ыйтăвĕ вырăнне хумасть-ха. Калаçмасан та чăвашла ăнланать, ку çителĕклĕ, тесе шутлать. Чăнах та, ачана вăйпа, хистесе вăл е ку чĕлхене вĕрентеймĕн. Ун пек саккун та çук. Анчах та кашни халăхăн наци мăнаçлăхĕ, хăпартланăвĕ пулмаллах. Ачасем вырăсла калаçма тăрăшнин сăлтавне смартфонсенче, компютьерсенче, хуларан килнĕ ачасенче шырани, ашшĕ-амăшĕ шкул çине, вĕрентекенсем çемьесем çине яни вырăнсăр. Хула ачисем тенĕрен, унччен те вĕсем çуллахи каникул кунĕсене ялта ирттернĕ. Ял ачисемпе пĕр чĕлхе тупса вылянă, савăннă, туслашнă. Вĕсенчен чылайăшĕ чăвашла перкелеме те аванах хăнăхнă, хăшĕ-пĕри лайăх калаçма та вĕренсе çитнĕ.
Ачасем чăн-чăваш пулса çитĕнччăр тесен пурте пĕрле тăрăшни кирлĕ. Ĕнерхисĕр паянхи кун çук, тетпĕр пулсан, ачасене тăван халăх историне тарăнрах пĕлме пулăшмалла. Халăхăн ĕмĕрсем хушши упранса пыракан йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе паллаштармалла. Тумалла, пулмалла тенипе, паллах, ĕç-пуç улшăнмĕ. Хаклă вулаканăмăрсем! Эсир кун пирки мĕн шутлатăр; Эпĕ, тен, кирлĕ мар ыйту пирки сăмах хускататăп? Сирĕн шухăш-кăмăлăрсене пĕлес килет, сире калаçăва чĕнетпĕр.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *