Понедельник, 11 ноября

Тĕрĕре халăх кун-çулĕ çырăннă

Тĕрĕре халăх кун-çулĕ çырăннă

«Чăваш тĕрри çыруллă», — тенĕ халăхра мĕн авалтан. Тĕрĕ пирĕн йăх-несĕлсемшĕн куç тулли илем çеç пулман, ун урлă халăхăн историйĕ çырăнса юлнă. Кашни эрешĕн — хăйĕн пĕлтерĕшĕ, тарăн шухăшĕ. Хĕрсем йĕппе çип тытма вĕренсенех эрешлеме пуçланă. Ĕлĕк тĕрĕ тĕрлеме пĕлмен хĕр упраçа качча илме те васкаман. Çавăнпах ĕнтĕ амăшĕсем, асламăшĕ-кукамăшĕсем хĕр пĕрчисене мĕн пĕчĕкрен ламран лама куçакан ăсталăхпа паллаштарнă, тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене сыхласа хăварма пулăшнă.
Шел пулин те, паянхи кун пирĕн хушăра чăн чăвашла тĕрлеме пĕлекенсем çав тери сахал. Çавна май чăваш халăхĕн çак пуянлăхне çитес ăрусем валли упраса хăварас тĕллевпе иртнĕ çул ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ уяв — Чăваш тĕррин кунне çирĕплетрĕ. Çак уява çулсерен ноябрĕн 26-мĕшĕнче — ĕçĕсемпе ят-сум çĕнсе илнĕ тĕрĕçĕ Екатерина Ефремова çуралнă кун —паллă тума йышăнчĕç. Кăçал та районти тĕрĕçĕсем çак куна чăтăмсăррăн кĕтрĕç, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче «Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсем» ятпа ăсталăх класĕ иртрĕ. Унта чăваш халăхĕн историйĕпе, тĕрĕ тĕнчипе кăсăкланакансем, вырăнти ăстасем хаваспах хутшăнчĕç. Анат Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан алĕç ăсти Людмила Шорникова чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл ертсе пынипе Надежда Абдюшева, Ираида Карпова, Вера Макарова, Зинаида Киргизова тĕрĕн тĕрлĕ тĕсĕсене тĕпчерĕç, чăваш эрешне тĕрлерĕç. Сăмах май, Людмила Борисовна шкулта та тĕрĕ кружокĕ ертсе пырать, ачасене çак ăсталăха вĕрентет.
Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан Ольга Алексеева Нĕркеç вăтам шку- лĕнче ăс пухакан ачасене сурпанăн тата хушпăвăн историйĕпе паллаштарчĕ, кашни йăх-ăрăвăн кун-çулĕ çак илемлĕх хатĕрĕсем çинче çырăннине, вĕсем çинчи паллăсем мĕне пĕлтернине каласа пачĕ.
Ăсталăх класĕнче кашниех хăйне валли чылай çĕнни тата интересли пĕлчĕ. Музей ертÿçи Алена Полякова тепĕр çул çак мероприяти тата та анлăрах иртессе, район çыннисем унта хутшăнса авалхи йăх-несĕлĕмĕрсен тĕрĕ ăсталăхĕпе ытларах интересленме пуçласса, пирĕн хушăра пултаруллă тĕрĕçĕсем йышлăланасса шаннине пытармарĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *