Четверг, 25 апреля

Аннесене саламласа уяв иртрĕ

Аннесене саламласа уяв иртрĕ

Анне — пирĕн пирĕшти, анне пурри — телей. Мĕн тери ачашлăх, чун-чĕре ăшăлăхĕ, иксĕлми тăрăшулăх упранать çак сăмахра. Пепки çут тĕнчене килнĕ кунранах амăшĕ унăн йăлтăр куллишĕн савăнать, куççулĕшĕн пăшăрханать, ыратăвĕшĕн чĕререн кулянать. Пурнăç çулĕн нумай çухрăмне хыçа хăварсан та эпир аннесемшĕн яланах ача вырăнĕнче пулатпăр. Вĕсем çеç пире хăть мĕнле пулсан та юратаççĕ, йывăрлăха лексен çĕнтерме вăй параççĕ. Аннесене эпир хамăр çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсене халаллатпăр. Çав вăхăтрах пирĕн ăшă сăмах, тимлĕх аннесемшĕн темле чаплă мулран та хаклă.
Ноябрĕн 25-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче хĕрсене, аннесене, асаннесене-кукамайсене саламласа чаплă мероприяти иртрĕ.
Фойере йĕркеленĕ тĕрлĕ алă ĕçĕсен маçтăрĕсен тата Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕсен выставки уява илем кÿчĕ.
Мероприятие килнисене район пуçлăхĕ, районти депутатсен Канашĕн председателĕ Ремис Мансуров саламларĕ. Анне кашни çыншăн чи çывăх та хаклă çын пулнине, пире пурнăç парнелесе, юратса ÿстернине, яланах пирĕн çинчен шутланине, тăрăшнине, пепки «анне» тесе чĕнни хĕрарăмшăн чи пысăк телей пулнине палăртрĕ. Пурне те çемьере тăнăçлăхпа хăтлăх, çирĕп сывлăх, çутă телей сунчĕ.
Ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тата тухăçлă ĕçленĕшĕн Элпуç ялĕнчи ФАП заведующийĕ тата районти тĕп больница медсестри Светлана Долгова, Тукай Мишер ял вулавăшĕн библиотекарĕ тата Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕн районти уйрăмĕн членĕ Йолдыз Мингалиева, Анат Тимĕрчкасси Культура çурчĕн культорганизаторĕ Татьяна Морозова, Тукайри вулавăшăн библиотекарĕ Цветана Моторина, Аслă Чурачăкри Культура çурчĕн халăх пултарулăх жанрĕн специалисчĕ Елена Просвирнова, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн математика вĕрентекенĕ Наталия Салмина, Тăманлă Выçли Культура çурчĕн культорганизаторĕ Елена Сорокина, район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн тĕп специалисчĕ Вера Сумзина, халăха хÿтлĕх паракан районти центрăн специалисчĕ Фензиле Феткулина район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова тата районти Культура çурчĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Павлов залра пухăннă мĕн пур хĕрсемпе хĕрарăмсене уявпа саламласа ăшă та ырă сăмахсем каларĕç. Вĕсем культура сферинче палăрнă маттур ĕçченсене: Елена Ивановна Тихонова /Виçпÿрт/, Елена Сергеевна Петрова /Çĕнĕ Шăхран/, Елена Дмитриевна Галкина тирпейлÿçĕсене /Кĕçĕн Каçал/, Татьяна Владимировна Волкова библиотекаре /Дубовка/, Марина Юрьевна Петрова культорганизатора /Çĕнĕ Шăхран/,  Алевтина Николаевна Трофимова культура çурчĕн заведующине /Кĕçĕн Каçал/ Тав хучĕсем парса чысларĕç.
Ял хуçалăх ĕçченĕн кунне халалланă кăçалхи мероприятие йĕркелесе ирттерме активлă хутшăннă культура тата библиотека специалисчĕсем, районти ача-пăча искусство шкулĕн вĕрентекенĕ Надежда Абдюшева — район администрацийĕн Тав хутне, «Кубняночка» халăх вокал ансамбльне çÿрекен «Рябинушка» ача сачĕн воспитателĕ Марина Михеева тата «Каçал» халăх фольклор ансамбльне çÿрекен Валентина Хораськина çемье йăли-йĕркисене пропагандăлас, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн районти централизациленĕ клуб тытăмĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
Уявра сцена çинчен юратнă аннесемпе асанне-кукамайсене хисеплесе, вĕсен пултарулăхне мухтаса нумай ăшă сăмах янăрарĕ.
Мероприятие Альбина Кокшина ертсе пычĕ. Марина Волкова тата Арина Галкина куракансене музыка саламĕпе, К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем спектакльпе савăнтарчĕç.

С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *