Четверг, 14 ноября

Асăрханăр! Çÿхе пăр

Асăрханăр! Çÿхе пăр

Çуллахи шăрăх тапхăрта шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине пурте пĕлетпĕр. Анчах шыв-шур çинче асăрхануллă пулманни хĕллехи вăхăтра та инкек патне илсе çитерет.
Ноябрь — декабрь, март — апрель уйăхĕсенче çÿхе пăр çине кĕрсе сивĕ шыва анса каяссинчен асăрханмалла. Шыв юххи вăйлă тата шыв куçĕ /пăр çинчи шăтăк/ пур е шывра ÿсекен курăксем пăр ăшне шăнса ларнă вырăнсенче хăрушлăх уйрăмах пысăк. Кĕскен каласан, шăнса çитмен пăр çине кĕни пурнăçшăн хăрушă.
Ытларах чухне пĕвесемпе кÿлĕсенче тĕрекленсе çитмен пăр çинче ярăнса савăнма васканине пула ачасем шар кураççĕ.
Инкек патне илсе çитерекен лару-тăрăва лекес мар тесен çак правилăсене пăхăнмалла:
— Хулăнăшĕ 12 сантиметра çитмен пăр çине кĕме юрамасть. Асра тытăр, сивĕ çанталăкра 5—7 сантиметр хулăнăш витĕр шăннă пăр вăтам виçеллĕ çынна чăтаять. Çанталăк ăшăтсан таса мар /шывра ÿсекен курăксем пăр ăшне шăнса ларнă/ çакăн хулăнăш пăр çурăлать;
— Пăр çине çынсем сукмак тăвиччен пĕрремĕш кĕме тивсен чи малтанах шăнса ларнă ÿсен тăран пуррипе çуккине, шыв куçĕн инçĕшне пăхса тĕрĕслемелле. Хăвăрпа пĕрле çирĕп, вăрăм патак пулмалла. Маларах çын пусман пăр çийĕн урасене шутарса, юлташăрсемпе пĕр-пĕринчен 5—6 метр хушă тытса утмалла;
— Пăр юрпа витĕннĕ вырăнсенче тата та асăрхануллăрах пулмалла. Мĕншĕн тесен юр айĕнчи пăрăн ирĕк вырăнти таса пăртан çÿхерех сийĕ шăнать;
— Енчен те пăр çурăлса кайрĕ пулсан алăсене сарлака сарса выртса пăр çийĕнче тытăнса тăма тăрăшмалла. Май пулсан пăр хĕррине алăсене малалла тăсса выртса хирĕçле пăр хĕррине тĕревленмелле. Унтан хырăмпа шуса, çав вăхăтрах пулăшма чĕнсе хăрушă вырăнтан аяккарах куçма тăрăшмалла.
Хĕлле пулă тытакансен çак правилăсене çирĕп пăхăнмалла:
— Ваксене юнашар тата каçăсем çумĕнче шăтарма юрамасть. Вĕсен хушши пĕр-пĕринчен 5 метртан кая пулмалла мар;
— Пăр çинче сикме, чупма тата пĕр вырăнта нумайăн пуçтарăнма юрамасть;
— Тем пек лайăх хыпсан та шырлансем патĕнче пулă тытмалла мар;
— Пĕр вĕçне 400—500 граммлă япала çыхнă, тепĕр вĕçне касмăкланă /петля/ вĕрен яланах пĕрле пулмалла. Çак хатĕр пулмасан путакан патне пăр çийĕн шуса пырса алă айĕнче пур япалан /пиçиххи, шарф тата ытти те/ пĕр вĕçне тыттармалла.
Районта пурăнакан ачасем, çамрăксем, мăн çынсем тата хăнасем! Инкеке лексен лăпкăлăха çухатмалла мар, шывра çапкаланмасăр, алăсене малалла тăсса пăр хĕррине кăкăрпа тĕревленмелле, хăвăр тĕллĕн пăр çине хăпарма тăрăшмалла. Хыççăн хăрушă вырăнтан айккинерех кайиччен шумалла. Çав вăхăтрах пулăшма чĕнмелле. Эсир кăшкăрнине илтекен пулăшма тăрăшатех.
Дежурнăй диспетчер службин телефон номерĕсем: 112, 8/83539/5-18-40.
Д.ГАЛКИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *