Четверг, 14 ноября

Хĕллехи вăрман

Хĕллехи вăрман

Эпир вырсарникун çемьепе вăрмана уçăлма кайрăмăр. Кунĕпе юр çунипе йывăçсене пас тытнă. Вĕсене кăшт перĕнсенех кăпăшка юр пĕтĕм пит-куçа хупласа лартать.
Вăрманта шăп. Çанталăк лăпкă. Унта-кунта тилĕсем чупни палăрать. Упа тарăн ыйха путнă. Мулкач шурă тум тăхăннă та, асăрхама та çук ăна.
Хырсемпе чăрăшсем те юр кĕрĕксем тăхăннă. Вĕсен айĕнче тĕрлĕрен йывăç тĕмĕсем пытанса лараççĕ. Хĕвел çутинче юр пĕрчисем хĕрлĕ, сарă, симĕс тĕслĕн курăнаççĕ.
Вăрмана каç сĕмĕ çапсан эпир вăрманпа сывпуллашса килелле çул тытрăмăр.
Мария Жукова,
3-мĕш «б» класс.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *