Четверг, 14 ноября

Пире пулăшма тăрăшрĕç

Пире пулăшма тăрăшрĕç

Пирĕн çуртсем хыçĕнчи вырăн путлăхлăччĕ. Йĕпе-сапаллă вăхăтра пире вăл нумай нуша кăтартнă. Çуркунне тĕпсакайсене, нÿхрепсене шыв кĕретчĕ, çĕре чавсанах нÿрленетчĕ. Çав путлăхлă вырăнти шыва юхтарса кăларма май шыраса район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов патĕнче те пĕрре мар пулнă. Вăл хăйĕн çумне, капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникне А.В.Краснова çак ыйту çине тимлĕх уйăрма хушрĕ.
Пĕрлехи вăйпа, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова, унăн çумĕ О.Г.Абросимов, район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕн çумĕ В.Г.Акчурин тăрăшнипе çак ыйтăва татса пама май килчĕ. Ял тăрăхĕн депутачĕ В.В.Кополухин экскаватор тупса килчĕ. Путлăх вырăнти шыва юхса тухма канав чаврĕç. Халĕ унта пĕчĕккĕн типсе пырать. Çакăншăн, халăх нушине ăнланса пире пулăшма алă тăсса панăшăн, вĕсене пурне те тав сăмахĕ мĕнле каламăн? Влаç органĕсенче ĕçлекенсем халăх нушисене ăнланма тăрăшнине ырламалла.
Н.ГАЛКИН,
Комсомольскинчи Центральнăй урамра пурăнакан.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *