Четверг, 25 апреля

Ĕмĕрĕпе йывăр ĕçре

Ĕмĕрĕпе йывăр ĕçре

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строительстви — калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Шел пулин те, унччен пирĕн историри çак тапхăр çине питĕ сахал тимлĕх уйăрнă. Çав строительствăна хутшăннă çынсем те иртнине аса илсе питех калаçман. Паянхи кун çак ĕç паттăрĕсем пирĕн хушăра нумайăн та юлман. Çавăнпа та вĕсен ĕç-хĕлне уçса паракан информацие пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтаратпăр тесен те тĕрĕс пулать.
Тĕвенеш ялĕнче пурăннă Матрена Яковлевна Курицынан /Яковлеван/ та çамрăклăхĕ вăрçăн хаяр çулĕсене лекнĕ. 1918 çулта çут тĕнчене килнĕскер, мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхнĕ. 12 çулта чухнех «Комбайн» колхозра çитĕн- нисемпе тан тар тăкнă. Вăрçă пуçлансан ялти ытти çамрăк хĕрсемпе, хĕрарăмсемпе пĕрле вăл та Сăр хĕрринчи хÿтĕлев линине тунă çĕрте вăй хунă.
Тăрăшуллăскер, нихăçан та ĕçрен пăрăнса тăман, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра дояркăра ĕçленĕ. Ун чухне фермăсене хальхи пек механизацилемен, кашни ĕнене алăпа сумалла пулнă. Матрена Яковлевна куллен шуçăм тухичченех ирхи сăвăма васканă, хăйне шанса панă ĕнесене яланах лайăх пăхма тăрăшнă. Ырми-канми ĕçĕшĕн ăна 1971 çулта «Хисеп палли» орденпа чысланă, çавăн пекех тĕрлĕ медальсем, Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă. Матрена Курицынан ячĕ Комсомольски районĕн энциклопедийĕнче те пур. Сăмах май каласан, унăн çемйинчен 4-ăн çак кĕнекене кĕме тивĕçнĕ.
Шел пулин те, Матрена Яковлевнан пурнăçĕ ир татăлнă, 69 çулта чухне ял çыннисем унпа ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă. Ытларах пурăннă пулсан, тен, Сăр патĕнчи пулăмсем çинчен вăл тĕплĕнрех каласа пама пултарнă пулĕччĕ. Халĕ вара эпир архивсенчи документсем тăрăх çеç иртнине куç умне кăларма пултаратпăр.
Н.МЕДВЕДЕВА.

У

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *