«Искра» колхоз уй-хирте мĕн çитĕнтернине вăхăтра та пахалăхлă пуçтарса кĕртнĕ. Çитес çул валли тислĕк кăларнă, хирсене çĕртме туса хăварнă. Хуçалăхри ытти механизаторсем пекех Александр Безрукинпа Николай Кокшин та çу каçах уй-хирте тар кăларса ĕçленĕ. Çуркунне ака-суха ĕçĕсенче тăрăшнă.
Александр Иванович çуракинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă çĕрте вăй хунă. Выльăх апачĕ хатĕрлемелли тапхăр çитсен комбайн çине ларнă. Вăл куккуруса пуçтарса кĕртнĕ çĕрте тăрăшса ĕçленĕ. Çак культурăна хуçалăх 80 гектар çитĕнтернĕ. Ăна тăкаксăр çулса илесси механизатор тăрăшулăхĕнчен чылай килнĕ.
Николай Васильевич хăйне шанса панă Т-150 трактора яланах юсавлă тытать, çавăнпа та вăл кирек хăçан та хире тухма хатĕр. Кăçал вăл та çу каçа хуçалăхра чылай ĕç тунă. Акана валли çĕр хатĕрленĕ, выльăх апачĕ янтăланă вăхăтра сенажа, силоса таптаса пусăрăнтарнă çĕрте тăрăшнă. Кĕркунне хирсене сухаланă çĕрте ĕçленĕ.
«Искра» колхоз çĕртме туса пĕтернĕ, уй-хирсем пушаннă. Хастар механизаторсем ахаль ларма юратмаççĕ. Хирти ĕçсене вĕçленĕ хыççăн пăртак канса илсен, пĕр ĕçрен те ютшăнманскерсем, хуçалăха вут-шанкă купалама пулăшаççĕ. Хĕлле вара ферма территорийĕнче тăрăшаççĕ. Çуркунне çитсен вĕсем каллех хире тухаççĕ. Çапла çулталăк тăршшĕпех ĕç пур хуçалăхра хастар механизаторсем валли.
Г.ЮРЬЕВ.

