Кăçалхи октябрĕн 31—мĕшĕнчен шкул ачи пур çемьесене пĕр хутчен паракан тÿлевсем илме ыйтса çырнине йышăнма чарăнаççĕ.
Аса илтеретпĕр, ку тÿлеве Раççей Федерацийĕнче пурăнакан 6—18 çулхи ачасем пур çемьесене, вĕсен тупăшне пăхмасăр параççĕ. Çавăн пекех ăна инвалид пулнипе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан программăпа вĕренекен 18—23 çула çитнисен те илме май пур. Ача çурчĕсенче тата интернатсенче вĕренекен е усрава илнĕ ачасем те тÿлеве тивĕçĕç.
Чăваш Республикинче çак патшалăх пулăшăв-не (кашни ачана —10 пин тенкĕ/ 181968 ачашăн тÿленĕ. Пурĕ — 1 миллиард та 819 миллион та 680 пин тенкĕ.
Çак тÿлеве илсе ĕлкĕрейменнисен кăçалхи октябрĕн 31-мĕшĕччен Раççей Пенси фондне заявлени памалла. Çакна Патшалăх пĕрлехи порталĕ урлă е ялан пурăнакан вырăнти клиентсемпе ĕçлекен РФ Пенси фончĕн службине маларах çырăнса тума пулать.