Суббота, 20 апреля

Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ

Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ

л çынни мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпçăнса ÿсет. Ачаранах унăн пурнăçĕ колхозпа тачă çыхăнать. Кил-тĕрĕшри ĕçсене тунипе пĕрлех вĕсем пĕрлешÿллĕ хуçалăхра та аслисене пулăшма çÿренĕ. Вăрçă умĕн çуралнисене пушшех те хĕн килнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи Аркадий Аврамович Денисов 10 çулта çеç пулнă. Ялта ĕç вăйĕ çитмен. Вăхăтсăр ÿссе çитнĕ ачасен яла юлнă хĕрарăмсемпе, ват çынсемпе пĕрле çĕнтерĕве çывхартассишĕн ирĕн-каçăн тăрăшма тивнĕ. Колхозра вĕсен алли лекмен пĕр ĕç те юлман тесен те тĕрĕсех пулĕ. Халĕ ялсенче ветерансемпе вăрçă участникĕсем юлманпа пĕрех. Вăрçă ачисен йышĕ те чакса пырать. Пĕчĕкрен йывăр ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскерсем малашне те пĕтĕм пурнăçне ялпа çыхăнтарнă. Выçăллă тутăллă çитĕннĕскерсем, вăрçă вăхăтĕнче юхăнса çитнĕ колхозсене çĕклекеннисем те вĕсемех пулнă. Йывăр пурнăçа пула 7 класс çеç пĕтерме май килнĕ пулин те, ĕмĕр тăршшĕпех вăл колхоз производствинче вăй хурса ырă ят çĕнсе илнĕ.
Аркадий Аврамовичăн ашшĕ вăрçăран таврăнайман. Çавăнпа та кил-çуртри пĕтĕм ĕç ун çине тиеннĕ. Вăл тăрăшулăхĕпе колхозра ĕçлеме те, кил-тĕрĕшре вăй хума та май тупнă.
Аркаш тете ĕмĕрĕпех «Красный Октябрь» колхозра тăрăшнă. Хуçалăхăн лашисене нумай çул пăхнă. Хăйне шанса панă ĕçе чĕри хушнă пек тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Вăл ĕçленĕ çулсенче колхозра автомашинăсемпе, тракторсемпе пĕрле лаша тĕп ĕç вăйĕ пулса тăнă. Çавăнпа та вĕсене кирлĕ пек пăхмасăр ĕç тухăçлăхĕ пулман. Лашасене кÿлме вĕрентнĕ, çĕр çывăрмасăр хăмлаттарнисем те пулнă.
Унăн пултарулăхне хастар ĕçшĕн тивĕçнĕ наградăсем туллин çирĕп-летеççĕ. Уйрăмах Аркадий Аврамовичшăн «1941–1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль хаклă. Шкул çулĕсенчи ачасем вăл вăхăтра чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă. Унсăр пуçне ĕç ветеранĕн кăкăрне «Ĕçри паттăрлăхшăн», «Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле» юбилей тата «Ĕçре палăрнăшăн» медальсем илемлетеççĕ.
Мăшăрĕпе, Римма Давыдовнăпа вĕсем ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ ĕç ветеранĕ ывăлĕн, Николайăн çемйипе пурăнать. Çак кунсенче Аркадий Аврамович 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Орешкин, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ А.Тихонов саламларĕç, парнепе чысларĕç. Раççей Президенчĕн В.Путинăн салам çырăвне пачĕç. Культура ĕçченĕсем ветерана юрă-ташăпа пĕрле савăк кăмăл парнелерĕç.
Ĕмĕрне йывăр ĕçре ирттернĕ пулин те, Аркаш тете хăйне патвар тытать, иртнĕ кунсене аса илсе çамрăксене пăшăрханса каласа парать. Юратнă мăнуксемпе, мăнмăнуксемпе, кÿршĕ-аршăпа хутшăнса калаçни ăна хăват кÿрет, малалла та пурăнма хавхалантарть.
А.Иванов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *