Пятница, 19 апреля

Журналистика пурнăçа пахалама вĕрентет

Журналистика пурнăçа пахалама вĕрентет

Кĕтне тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе, тĕрлĕ творчество профессийĕсенче ÿсĕмсем тăвакансемпе питĕ пуян. Хамăр районтан тухнă çыравçăсем, сăвăçсем, ÿнерçĕсем, композиторсем, скульпторсем тăван тавралăх илемĕпе хавхаланса чуна пырса тивекен хайлавсем калăплаççĕ, журналистика анинче сулмаклă утăмсем тăвакан ентешсем те район ятне çÿле çĕклеççĕ. Пирĕн паянхи хăна _ Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатĕнче вăй хуракан Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ Ирина Иванова ?хĕр чухнехи хушамачĕ — Пушкина/.

— Ырă кун, Ирина Владимировна. Çын шăпи ачалăхра йăл илет теççĕ. Çитĕнсен мĕнле пурнăç сукмакĕ суйласа илесси çине те, паллах, ачалăхри самантсем, çывăх çынсем пысăк витĕм кÿреççĕ. Сирĕн професси çулĕ ытларах камсен витĕмĕпе-ха суйланнă;
— Эпĕ вĕреннĕ çынсен çемйинче çитĕннĕ. Анне Антонина Никифоровна Пушкина Сĕнтĕрвăрри районĕнче кун çути курнă, аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн ăна направленипе Комсомольски районне ĕçлеме янă. Вăл нумай çул ачасене математика предмечĕ вĕрентнĕ. Атте, Владимир Куприянович Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕ- нче зоотехника вĕреннĕ. Ялти «Заветы Ильича» колхозра, каярах «Труд» ЯХПКра нумай çул зоотехникра, экономистра тата ытти ĕçсенче тăрăшнă. Алă усса ларма хăнăхманскер, тивĕçлĕ канăва тухсан та колхоз ĕçне пăрахмарĕ. Асатте Куприян Порфирьевич Пушкин Улатăрти педагогика техникумĕ- нче биологипе хими учительне вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра асатте çар хĕсметĕнче пулнă, çавăнпа фронта тÿрех кайнă. Пĕрремĕш кунсенчех тыткăна лекнĕ, мĕн вăрçă вĕçленичченех Германи лагерĕсенче пулнă, çав хушăра нимĕç чĕлхине лайăх пĕлсе çитнĕ. Ирĕке тухсан асатте тĕрлĕ тĕрĕслевсем витĕр чыслăн тухса тăван яла таврăннă, шкулта хими, биологи тата нимĕç чĕлхи предмечĕсене вĕрентме тытăннă. Асанне Анна Мироновна пуçламăш класс ачисене пĕлÿ панă. Шăпах çак çынсем манăн пурнăç çине пысăк витĕм кÿнĕ те. Сăмах май, манăн псевдонимсенчен пĕри — Анна Куприянова. Ăна эпĕ асаннепе асаттен ячĕсене пĕрлештерсе турăм. Тепĕр псевдоним — Влада Мирская. Вăл вара аттен ятне улăштарнинчен пулчĕ.
Асанне, кĕçĕн классемпе ĕçленĕ май, кашни ачана сăнама, камăн хăш еннелле туртăм пулнине палăртма пĕлетчĕ. Мана вăл: «Аннÿ пек ăслă пулмалла сан, пĕтĕм «пиллĕкпе» вĕренсе медаль илмелле» тетчĕ. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен çакна ăша хывса ÿсрĕм-ши; Вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пулма ĕмĕтленеттĕм.
— Апла пулин те, çитĕнсен Эсир хăвăрăн пурнăçăра журналистикăпа çыхăнтарма шут тытнă. Мĕнле пулса тухрĕ çакă;
— Шкулта вĕреннĕ чухне общество ĕçĕсенче хастарччĕ, тĕрлĕ предметсемпе олимпиадăсене хутшăнаттăм, 3 çул пионерсен дружинине ертсе пытăм. Истори, биологи, географи предмечĕсем питĕ интереслĕччĕ, математикăна та кăмăллаттăм. Çавăнпа та пĕр енпе çеç интересленнĕ тесе калас килмест. Атте зоотехникре ĕçленĕ те колхозра ĕçсем мĕнле пыни çинчен район хаçатне шăнкăравласа пĕлтернĕ. В.Пушкин ятпа тухакан заметкăсене курсан: «Атте мĕнле лайăх çырать, манăн сочиненисене мĕншĕн тĕрĕслесе памасть-ха;» — тесе тĕлĕнеттĕм. Вĕсем вара аннепе пĕр-пĕрин çине вăрттăн пăхса илсе ăшшăн кулатчĕç. Унччен майăн 5-мĕшĕнче СССР Пичет кунне уявлатчĕç, ялкорсемпе, çамрăк корреспондентсемпе тĕлпулу ирттеретчĕç. Кашни çулах çак пухăва кайма мана та йыхрав яратчĕç.
Шкул сакки хыççăн ЧПУн чăваш филологипе культура факультетне вĕренме кĕтĕм, унта «журналистика» специализацийĕ пурришĕнех çав аслă шкула суйларăм. Çапла хаваслă студент пурнăçĕ пуçланчĕ. Факультетри студентсен канашĕнче эпĕ хыпарлавшăн явапличчĕ, вăрăм стена хаçачĕсем кăлараттăмăр, ăна «пĕрене» теттĕмĕр. Студентсемпе пуçтарăнса çĕрĕ-çĕрĕпе хаçатăн çĕнĕ номерне калăплаттăмăр, вăл «пиçсе» тухсан питĕ хĕпĕртеттĕмĕр.

Малалла вулас

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *