Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ районта чи ваттисенчен пĕри. Хăй ĕмĕрĕнче вăл пиншер çынна тарăн пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Тĕрлĕ çулсенче кунта Аслă Чурачăк тăрăхĕнчи ачасемсĕр пуçне Чĕчкен, Тукай Мишер, Вăрманхĕрри Чурачăк, Анат тата Тури Тимĕрчкасси тата ытти ялсенчен çÿрекенсем те вĕреннĕ. Вĕсем хушшинче çĕршыв, республика шайĕнче палăрнă çынсем те пур. Çакă кунта пултаруллă, хăйсен ĕçне юратса тăвакан вĕрентекенсем ĕçленине çирĕплетет. Халĕ те ку шкула пĕтернĕ ачасем хушшинче аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрекенсем чылай.
Шкул директорĕпе С.А.Лукия- новпа калаçатăп та, ачасене вĕренме, тарăн пĕлÿ илме пур условисем те çителĕклĕ. Çутă та хăтлă вĕренÿ класĕсем, спортзал, столовăй тата ытти пÿлĕмсем кĕçĕннисене те, аслăрах классенчисене те ăс пухăр, çĕршывшăн кирлĕ çынсем пулса тухăр тесе чĕннĕнех туйăнаççĕ.
— Коллективра 11 вĕрентекен. Вĕсенчен 4-шĕ аслă категориллĕ. Чылайăшĕ вĕренÿ ĕçĕнче 30 çул ытла тăрăшаççĕ. Çамрăксем те пур, — каласа парать Сергей Александрович. Вăл кĕçĕн классене вĕрентекен Ирина Алексеевна Ласточкинапа Елена Ивановна Козлова ячĕсене ырăпа асăнчĕ. Вĕсем пĕрремĕш хут партăсем хушшине ларакансене пĕлĕвĕн анлă çулĕ çине илсе кĕреççĕ. Нумай çул ĕçлесе паха опыт пухнăскерсем пĕчĕккисен чăн-чăн тусĕсем пулса вулама-çырма, шутлама вĕрентеççĕ. Фаина Алексеевна Емельянова математик та ачасене 30 çула яхăн пĕлÿ парать. Уроксене интереслĕ ирттерме тăрăшать.
Ачасене спортпа туслаштарас тĕлĕшпе Валерий Иванович Плешков тимлет. Вĕренекенсем çирĕп пÿ-силлĕ, вăй-халлă пулса çитĕн-ччĕр тесе тăрăшать. Чăваш чĕлхине юратма, унăн пуянлăхне упрама вĕрентес енĕпе Татьяна Юрьевна Ермолаева ĕçлет.
— Вĕрентекенсен тивĕçĕ — ачасене тарăн, паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пĕлÿ илме пулăшасси, тĕрĕс воспитани парса çĕршывшăн кирлĕ çынсем туса кăларасси. Çак тĕллеве пурнăçлас тесе пирĕн педагогсем çине тăрса тăрăшаççĕ, — сăмахне малалла тăсать С.Лукиянов.
Вăтам шкулта тĕрлĕ çулсенче ачасене вĕрентес енĕпе ĕçленĕ О.И.Сергеева, А.Н.Пушкина, Т.А.Ефремова, В.В.Никифоров, А.С.Николаева, Т.Ю.Мальчикова, Г.Ф.Никифорова, М.Г.Григорьева, Е.А.Еремеева, В.И.Крылова халĕ тивĕçлĕ канура. Вĕсене хăйсен вĕренекенĕсем манса каймаççĕ. Уяв ячĕпе саламласа, тав туса открыткăсем ярсах тăраççĕ.
Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн коллективĕ малашне те çине тăрса вăй хурасса, тĕрлĕ енчен аталаннă çынсем вĕрентсе кăларасса шанас килет.
Ю.ГАВРИЛОВ.