Райпо аталанăвĕнче унăн тÿпи пысăк

Райпо аталанăвĕнче унăн тÿпи пысăк

Кашни çын пурнăçра хăйĕн вырăнне шырать теççĕ. Комсомольски райповĕнче тĕп бухгалтерта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Светлана Кокорева çинчен вăл хăй вырăнне тупнă тесех калас килет. Нумай çул пĕр улшăнми юратнă ĕçре вăй хуни шăпах çакна çирĕплетет те.
Светлана Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче 1956 çулта çут тĕнчене килнĕ. Унăн ашшĕ Федор Емельянович Марков 1939 çулта салтака кайнă, салтак аттине хывма та ĕлкĕреймен, вăрçă пуçланнă. Вăрçăн тумхахлă çулне чыслăн утса тухнă салтак. 1945 çулта вĕсен чаçне Германие илсе кайнă, Потсдамра службăра тăнă вĕсем. Кайран Федор Марков пĕр хушă вольнонаемнăй пулса Германире шоферта ĕçленĕ, 1948 çулта çеç тăван тăрăха таврăннă. Ялта та вăл автомашина рульне алăран яман, АТКра шоферта вăй хума пикеннĕ. Кăштахран ĕçчен те вăр-вар çамрăка ялти «Правда» колхозăн председательне суйланă. Лара-тăра пĕлмен ертÿçĕ пысăк тухăç илессишĕн ырми-канми тăрăшнă. Колхозсене пĕрлештермелли самана пуçлансан хуçалăх «Россия» колхоза кĕнĕ, Федор Емельяновича вара Александровка ял совечĕн председательне лартнă. 20 çул ытла, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, унта тăрăшнă вăл.
Светлана Федоровнăн амăшĕ те — Александра Федоровна Краснова — нихăçан та ĕçрен хăраса тăман. Йышлă çемьере çут тĕнчене килнĕ-скер, мĕн пĕчĕкрен ĕçпе туслашнă. Вăл Патăрьелĕнчи ял хуçалăх шкулне пĕтернĕ, вăрçă вăхăтĕн- че райзора агрономра вăй хунă. Унтан ял лавккинче сутуçăра ĕçлеме пикеннĕ, пĕр хушă Комсомольскинчи чайнăйра та тăрăшнă. Кивĕ Сĕнтĕрти райпо лавккинче Александра Федоровна пурĕ 30 çул ĕçленĕ. Хастар сутуçă плансене яланах тултарса пынă, халăхран тĕрлĕ чĕртавар пуçтарас енĕпе те лайăх кăтартусемпе палăрнă. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă, РФ тава тивĕçлĕ суту-илÿ ĕçченĕ ята панă.
Светлана Федоровна лавккарах çитĕннĕ тесен те юрать. Вăл кашни кун тенĕ пек амăшĕ патне ĕçе васканă, пулăшма тăрăшнă. «Унччен сутуçă ир-ирех лавкка уçнă, каç пуличченех ĕçленĕ. Ĕç вăхăтĕнче хире, çавăн пекех фермăна тĕрлĕ таварсем илсе пырса сутнă. Асанне апат пĕçеретчĕ те аннене çитерме яратчĕ. Çапла эпĕ кунсерен лавккана чупаттăм», — аса илет вăл.
Шкулпа сывпуллашсан çамрăк хĕре Вăрман- хĕрри Чурачăк шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхи вĕрентме шаннă. Унта çулталăк ĕçленĕ хыççăн вăл комсомол райкомĕнче, унтан колхозра пĕр хушă вăй хунă. 1975 çулта Шупашкарти коопераци техникумне бухучет специальноçпа ăс пухас тĕллевпе çул тытнă. Бухгалтер пулас ĕмĕтлĕ хĕре Комсомольски райпоне практикăна янă. Александра Васильевна Левина тĕп бухгалтер практиканткăна ĕçĕн кăткăслăхĕсемпе паллаштарнă, тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама хăнăхтарнă. Алла диплом илсен те Светлана Федоровна райпорах ĕçлеме шут тытнă. 1980 çулта Александра Васильевна тивĕçлĕ канăва кайнă, тĕп бухгалтер ĕçне çамрăк специалиста — Светлана Кокоревăна шанса панă. 38 çул çакăнта тăрăшнă вăл, нумай çул хушшинче тĕрлĕ ертÿçĕсемпе ĕçлесе ĕлкĕрнĕ, темле лару-тăрăва та лекнĕ, тем те курнă. Сăмахран, хаксем кашни кун тенĕ пек ылмашăннă тапхăрта кунсерен хак палăртас енĕпе ĕçлеме тивнĕ, вăл е ку йĕркене пăснă тĕслĕх пулсан тĕрлĕ шайри суда çитме тÿр килнĕ, тĕрлĕ килĕшÿсем çырасси те тĕп бухгалтерăн тивĕçĕ шутланнă.

Малалла вулас

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *