Пурне те пĕлме юратакан ача-пăча пире, аслисене тăтăшах тĕрлĕ ыйтусем парать. Çивĕч ăс-тăнлăскерсен пĕтĕмпех пĕлес килет. Вĕсем çут çанталăкри пулăмсемпе те питĕ кăсăкланаççĕ. «Çулçăсем мĕншĕн çулла симĕс, кĕркунне саралаççĕ е хĕрелеççĕ?», «Кукша пуç мĕншĕн ирхине уçăлать, каçхине хупăнать?», «Хĕлле мĕншĕн юр çăвать, çулла — çумăр?» тата ытти те.
Пирĕн, аслă ăрури çынсен, ачалăх аса килсен куç умне тÿрех кÿлĕре шыва кĕни, вăрманта çырла е кăмпа пуçтарни тухса тăрать. Ачасем çут çанталăка юратчăр тата упрама хăнăхчăр, кашни тапхăрти пулăмсене ăнланма вĕренччĕр тесен ашшĕ-амăшĕсен вĕсемпе мĕн пĕчĕкрен уй-хирте, вăрманта, шыв хĕрринче, паркра ытларах пулма тăрăшмалла. Уçăлса çÿренĕ чухне тавралăха сăнама вĕрентмелле, ыйтăвĕсем çине тулли хурав пама тăрăшмалла, ырă тĕслĕх кăтартмалла. «Пăх-ха, епле илемлĕ хĕвел анăç!», «Юр мĕнле кăпăшка паян», «Ай, пĕлĕтсем тĕрлĕ чĕрчунсене аса илтереççĕ».
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кĕçĕн класс ачисем тавралăха сăнама питĕ юратаççĕ, час-часах тĕрлĕ экскурсисенче пулаççĕ.
Улăх-çаранпа вăрман тирпейлĕхĕ, таса шыв, хĕвел çути, уçă сывлăш — çаксем пурте пулас ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çут çанталăкпа туслă пулни ачасен тавракурăмне аталантарма пулăшать.
Апла пулсан, ачасене çут çанталăка юратма вĕрентер.
З.КРАСНОВА.