Понедельник, Январь 24

«Наци кросне» йыхравлатпăр

«Наци кросне» йыхравлатпăр

Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» район центрĕнче сентябрĕн 25-мĕшĕнче пулать.
Ăмăртăва хутшăнакансене çакăн пек дистанцисем кĕтеççĕ: пĕрремĕш ушкăна — ача сачĕсене çÿрекенсем /100 метр/; иккĕмĕшĕ — VIP-чупу /400 метр/; виççĕмĕшĕ — спорт çемйисен чупăвĕ /ашшĕ — 400 метр, амăшĕ — 200 метр, ача — 100 метр/; тăваттăмĕшĕ — 55 тата аслăрах ÿсĕмрисем /арçынсем 400 метр, хĕрарăмсем 200 метр/; пиллĕкмĕшĕ — предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем /арçынсем 1000 метр, хĕрарăмсем 500 метр/; улттăмĕшĕ — 1—4-мĕш классенче вĕренекенсем /арçын ачасем 400 метр, хĕрачасем 200 метр/; çиччĕмĕшĕ — 5—7-мĕш классенче вĕренекенсем /арçын ачасем 1000 метр, хĕрачасем 500 метр/; саккăрмĕшĕ — 8—9-мĕш классенче вĕренекенсем         /арçын ачасем 1000 метр, хĕрачасем 500 метр/;  тăххăрмĕшĕ — 10—11-мĕш классенче вĕренекенсем /арçын ачасем 2000 метр, хĕрачасем 1000 метр/.
Малти вырăнсене йышăннисене медальсемпе, дип- ломсемпе тата парнесемпе наградăлаççĕ. Регистраци ирхине 10 сехетре пуçланать. Ăмăртусене медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухса тухтăр ирĕк панă спортсменсем çеç хутшăнаяççĕ. Кашни участникăн коронавируспа чирлеменни çинчен справка тата вакцинациленнине ĕнентерекен сертификат тăратмалла.
Пурне те ăмăртусенче ăнăçу сунатпăр.
ЙĔРКЕЛŸ КОМИТЕЧĔ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code