Ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ

Ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ

Фельдшерпа акушер пункчĕсем саласемпе ялсенче яланах социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем пулнă. Паянхи кун та районти тĕп больницăран аякра пурăнакансемшĕн вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Медицина ĕçченĕ вырăнтах пĕрремĕш пулăшу пама пултарни уйрăмах ватă çынсемшĕн паха.
Йăлмахвара хальхи вăхăтри стандартсене шута илсе хăпартакан ФАП строительстви вĕçленсе пырать. Паянхи кун пÿлĕмсенчи стенасемпе маччасене сăрланă, урайне керамогранит плиткипе капăрлатнă. Шыв, хутса ăшăтмалли системăсене тата электричество кĕртнĕ, пушар сигнализацине çыхăнтарнă. Сусăр çынсене çурта кĕрессине çăмăллатма ятарлă пандус тунă.
Çывăх вăхăтра пункт йĕри-тавра карта тытса та çаврăнĕç.

/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *