Четверг, 25 апреля

Прививка тунисен чир шала каймасть

Прививка тунисен чир шала каймасть

Августăн 30-мĕшĕ тĕлне районта 94 çын коронавируспа чирли паллă, вĕсенчен 31-шĕ стационарта сипленеççĕ. Çав шутра Британи тата Инди штамĕсене ертнисене те тупса палăртнă. Çак чиртен сыхланас, COVID-19 ерсен те çăмăллăн чăтса ирттерес тесен вăхăтра прививка тумаллине çирĕплетсех калаççĕ медицина ĕçченĕсем.
Районта коронавирусран вакцинаци тăвас ĕç малалла пырать. Паянхи кун Гам-Ковид-Вак тата Спутник Лайт препаратсемпе прививка тăваççĕ. Районти тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх, вакцинăсем çителĕклĕ, ку енĕпе чăрмав çук. Хальлĕхе пурĕ 7425 доза вакцина илсе килнĕ, 5726 çынна прививкăн пĕрремĕш компонентне тунă. 4936 çын вакцинацие вĕçленĕ. 60 çултан иртнĕ çынсен чир шала каяс хăрушлăх пысăк пулнине кура вĕсене вакцинацилесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку ушкăнран хальлĕхе 2173 çынна прививка тунă.
— Ялсене тухса çÿренĕ май асăрхатпăр: хăйсен сывлăхĕ çине тимлĕх уйăракан аслă çулти çынсем районта йышлă. 80-ран иртнĕ пенсионерсем те прививка тума килеççĕ. Вĕсем чылай чухне вакцинацие çăмăллăн чăтса ирттереççĕ, — палăртать участок терапевчĕ Татьяна Жукова.
Шăпах тивĕçлĕ канурисене меллĕ пултăр тесе ĕнтĕ районта мобильлĕ вакцинаци пункчĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем маларах палăртнă график тăрăх кашни ялах çитеççĕ, 9 сехетрен пуçласа 13 сехетчен халăха йышăнаççĕ. Енчен те прививка тăвас текенсем йышлăн пулсан, ку вăхăтран юлса та ĕçлеççĕ. Çавăн пекех Комсомольскинчи тĕп больницăра та вакцинаци пункчĕ пур. Унта ĕç кунĕсенче 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен, шăматкунпа вырсарникун 8 сехетрен пуçласа 14 сехетчен халăха йышăнаççĕ.
— Прививкăна çитĕннисене пурне те тенĕ пекех тума юрать. Вакцинăн компоненчĕсем çине аллерги пуррисене, унччен тунă мĕнле те пулин прививка çине йывăр аллерги реакцийĕ пулнисене, ача кĕтекен хĕрарăмсене /22 эрнене çитиччен/, кăкăр ĕмĕртекенсене, хальхи вăхăтра чирлекенсене тата сывалнă хыççăн икĕ эрне иртиччен вакцинаци тумаççĕ. Ыттисемшĕн прививка хăрушă мар. Паллах, укол тунă хыççăнах ÿт температури кăштах хăпарма, укол вырăнĕ ыратма, вăй пĕтме пултарать. Çакăн пек реакци ытларах çамрăксен пулать. Ку йĕркеллĕ япала, организм вируспа кĕрешме хатĕррине çирĕплетет, — пĕлтерет Татьяна Николаевна.
Вакцинаци витĕр тухнисем те чирленĕ тĕслĕхсем пур, паллах. Анчах та, статистика кăтартнă тăрăх, вĕсен чирĕ шала каймасть, вĕсем стационара лекмесĕрех вируса парăнтараççĕ.
Коронавируса районта сарăлма чарас тесен коллективлă иммунитет йĕркелеме тăрăшмалла. Çакна валли районта пурĕ 11 пин çынна вакцинацилемелле. Çак ĕçе мĕн чухлĕ хăвăртрах пурнăçлатпăр, çавăн чухлĕ хăвăртрах чире çĕнтерме пултарăпăр. Çавăнпа та район çыннисене чĕнсех калатпăр: прививка тутарассинчен хăраса тăмалла мар, интернетра саракан суя хыпарсене мар, тухтăрсене итлемелле.
Елена Николаевна Васильева: «Пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче эпĕ хама тăрук япăх туйрăм. Анализ мана COVID-19 ернине кăтартса пачĕ. Малтан мана Комсомольскинчи тĕп больницăна вырттарчĕç, унтан Шупашкара васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан больницăна куçарчĕç. Чир питĕ йывăррăн иртрĕ: ÿт температури 39 градусран ытла хăпарчĕ, сывлама йывăрланчĕ. Тĕрĕслев манăн ÿпкесен 70 проценчĕ сиенленнине кăтартса пачĕ. Чирпе пĕтĕмĕшле икĕ уйăха яхăн кĕрешрĕм. Коронавируса пула куç çивĕчлĕхĕ те чакрĕ, хăлха та япăхланчĕ, çÿçсем тăкăнчĕç. Унтанпа çулталăка яхăн иртрĕ пулсан та паян кун та чир кÿнĕ сиенсем пĕтĕмпех иртмен: хушăран сывлăш пÿлĕнсе килет, рентген тĕрĕслевĕ халĕ те ÿпкере улшăнусем пуррине кăтартса пачĕ. Коронавирус питĕ хăрушă чир пулнине хам çинче туйса курнă май, эпĕ кăçал вакцинаци витĕр тухрăм. Пурне те çапла тума сĕнетĕп.
Тата çакна та каласа хăварас килет. Шупашкарта эпĕ 4 вырăнлă палатăра выртрăм. Çамрăксем вăр-вар сывалса килĕсене кайрĕç, пире вара, 50_60 çулсенчен иртнисене, чылай йывăртарах килчĕ. Çавăнпа та шăпах аслă ÿсĕмрисен чиртен сыхланма тăрăшмалла тесе шутлатăп. Вăхăтра прививка тусан коронавирус ерсен те йывăра каймĕ».
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *