Кăçал çулла çанталăк ытла та шăрăх та типĕ пулнăран тĕштырă тухăçĕн кăтартăвĕсем пĕчĕкрех.
Августăн 30-мĕшĕ тĕлне районти 20 хуçалăха яхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕм лаптăкран пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 17,2-шер центнер. Выльăх апачĕ 21962 тонна ха- тĕрленĕ. Çав шутран утă — 6032 тонна /60,8 процент/, сенаж — 14489 тонна /80,5 процент/, силос — 1441 тонна /8,5 процент/.
Ял хуçалăх производство кооперативĕсем, фермер хуçалăхĕсем кĕрхисем акма çĕр хатĕрлеççĕ, 4295 гектар çинче çĕртме тунă.
Районти виçĕ хуçалăх ĕçченĕсем — «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмăсем, «Сюрбеево» ООО çĕрулми кăлараççĕ. Сакăр хуçалăх кĕрхисем акма пикеннĕ — «Асаново», «Рассвет», «Победа» ЯХПК-сем, «Слава картофелю» агрофирма тата «Сюрбеево» ООО, Шарафутдиновăн тата Самаринăн фермер хуçалăхĕсем, «Искра» колхоз.
Р.БАСНИКОВ.