Çамрăк журналтистсем Сирĕн хайлавсене кĕтетпĕр

Çамрăк журналтистсем Сирĕн хайлавсене кĕтетпĕр

Вулакансем асăрхарĕç ĕнтĕ: пирĕн хаçатра «Паянхи сас» ятпа çĕнĕ страница тухма пуçларĕ. Ăна эпир пирĕншĕн питĕ те çывăх журналистика темине халалларăмăр. Кунта эпир сире хамăр районтан тухнă, паянхи кун тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен журналистсемпе, «Каçал ен» хаçатра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешсен аса илĕвĕсемпе, журналист пурнăçĕнчи самантсемпе паллаштарăпăр. Çавăн пекех районти шкулсенчи çамрăк корреспондентсен кружокĕсем çине те пысăк тимлĕх уйăрăпăр.
Журналистика анинче пысăк çитĕнÿсем тунă, умĕнчи çула хăюллăн уçса пыракан ĕçтешсем хăйсен пуян опычĕпе паллаштарĕç, çамрăк корреспондентсене вара эпир тĕрлĕ жанрсенче хăйсен пултарулăхне тĕрĕслесе пăхма сĕнетпĕр. Шкулта е ялта мĕнле те пулин интереслĕ ĕç-пуç, асра юлакан мероприяти пулса иртнĕ-и, кÿршĕре ырми-канми ĕçĕпе хисепе тухнă кинемей е мучи пурăнать-и, ял çыннисем вăл е ку ĕçре уйрăмах хастар-и — шăрçаласа пирĕн пата çырса яма ыйтатпăр. Çавăн пекех сăвă-калав хайлакансене те эпир яланах хавас.
Çамрăк корреспондентсем! Нумай шухăшласа, хăраса ан тăрăр. Журналистика хăюллисене, хăйсен ĕçне тиркесрен, ÿпкелесрен хăраманнисене юратать. Çырăр, ярса парăр, кĕтетпĕр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *