Август уйăхĕн шутлă кунĕсем çеç юлчĕç. Шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăриччен нумай та юлмарĕ. Шкул ачисем çуллахи вăрăм каникул вăхăтĕнче кăмăл туличчен выляса-чупса канчĕç, халĕ вара чăтăмсăррăн парта хушшине ларма вăхăт çитессе кĕтеççĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ăс пухакансем те сентябрĕн 1-мĕшĕ çитиччен кун шутлаççĕ. Ара, шкулти пурнăç вĕренÿпе çеç мар, класс тулашĕнче иртекен тĕрлĕ мероприятипе, кăсăклă ĕçсемпе пуян-çке-ха.
«Çĕнĕ хум» пресс-центрти ачасем пирĕн хаçат редакцийĕпе те тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем шкулта, ялта пулса иртнĕ мероприятисемпе хаçат вулаканĕсене паллаштарса тăраççĕ. Хаçатăн 90 çулхи юбилейĕнче хастар хĕрачасем Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, Валентина Филиппова вожатăй кашни уява асра юлмалла ирттерме, ачасен кашни кунне мĕнле те пулин çĕнĕлĕх, интереслĕ самант кĕртме тăрăшать. Пуян опытлă педагог 20 çула яхăн çак шкулта тăрăшать, класс тулашĕнчи ĕçе йĕркелет, чăваш чĕлхи тата литература предмечĕсене вĕрентет.
Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă учитель пĕррехинче шухăша кайнă: ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшма, ытти шкулсенчи пултаруллă ачасемпе паллашма, вĕсен опытне курса çитĕнÿсем патне ăнтăлма мĕнле хавхалантарма пулать-ха? «Унчченхи вăхăтра шкул ачисем октябреноксем, пионерсем пулнă. Çĕршывĕпех ачасен пĕр организацийĕ пулнине кура тĕрлĕ шкулсенчи ачасем пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемпе паллашма, тĕл пулусене хутшăнма пултарнă. Каярахпа вара кашни шкулта уйрăм ача-пăча организацийĕ туса хучĕç. Тĕрлĕ мероприятисем ытларах шкул шайĕнче иртме пуçларĕç. Çавна май вĕренекенсен ытти шкулсем мĕнпе сывланине пĕлме, хутшăнма майсем сахалланчĕç. Ытти шкулсенчи ача-пăча организацийĕсен лидерĕсемпе хутшăнса ачасем аталану çулĕпе тата та çирĕппĕн утма пултараççĕ-çке, тĕрлĕ енсемпе интересленме пуçлаççĕ», — уçать шухăшне Валентина Анатольевна.
2015 çулта РФ Президенчĕн В.В.Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн Раççейри шкул ачисен юхăмне туса хунă. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ те çак юхăма хутшăнма кăмăл тунă. Малтанах, паллах, пăртак шикленнĕ те. Анчах ĕç-пуç мĕнле аталанса пыни пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ шкул ачисемпе вĕрентекенсен нимĕн хăрамалли те çуккине çирĕплетнĕ.
Çак юхăма кĕрсен В.А.Филиппова ачасемпе пĕрле Шупашкара вĕренме çÿреме пуçланă, уйăхра пĕрре тĕрлĕ енсемпе иртекен тĕл пулусене хутшăннă. Тĕслĕхрен, ачасем юнарми, спорт, шырав ушкăнĕ, телекурав, журналистика енсемпе пĕлĕвĕсене тарăнлатнă. «Эпир, учительсем, шкулта каласа пани вăл — пĕр япала. Чăн-чăн журналистсем, телекурав ĕçченĕсем, шыравçăсем, паллă çынсем каласа пани вара вăл пачах урăхла. Ачасем вĕсене куç сиктерми итлеççĕ, кашни сăмахне ăша хываççĕ, хăйсене интереслентерекен ыйтусене параççĕ. Ачасем çакăн пек тĕл пулусенчен çунакан куçсемпе таврăнаççĕ. Тĕл пулусене, интереслĕ мероприятисене хутшăнассинче пире шкул директорĕ Альберт Соломонович Борисов пысăк пулăшу кÿчĕ, пуçарăва ырласа йышăнчĕ, транспортпа тивĕçтерчĕ. Çакăншăн ăна питĕ пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Директор хирĕçлесен, паллах, çитĕнÿсем тума пулмастчĕ», — тет Валентина Анатольевна.
Малтанах Çĕнĕмăратсем телекурав енĕпе ĕçе пикеннĕ: чăвашла «Култаракан арча», кĕске видеороликсем ÿкернĕ. Валентина Анатольевна видеосене монтаж тума вĕреннĕ, кайран ку ĕçе ачасене те хăнăхтарнă. Халĕ вара пресс-центр ытларах шкулăн «Вконтакте» социаллă сетьри страницине ертсе пырасси, хаçат кăларасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Шкулăн страницине тĕрлĕ сăнÿкерчĕксем, репортажсем, шкул ачисен тата Раççейри шкул ачисен юхăмĕн пурнăçĕпе паллаштаракан статьясем вырнаçтараççĕ. Çуллахи вăхăтра та вĕсен страници çĕнĕ хыпарсемпе пуянлансах тăрать. Вăл е ку мероприяти иртнĕ чухне малтанах ун çинчен хыпарлассипе яваплă вĕренекене палăртаççĕ. Вăл вара хăех сăнÿкерчĕк- сем хатĕрлет, унтан статья çырать. Учителĕн тĕрĕслесе тухасси çеç юлать.
Уйăхра пĕрре шкул хаçачĕ «Çĕнĕ хум» вулакансем патне çитет. Ăна 2017 çулта кăларма пикеннĕ. Хаçатра шкул пурнăçĕпе, интереслĕ мероприятисемпе, маттур ачасемпе паллашма пулать. Шкул ачисем унăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, интересленсех вулаççĕ. Хаçат кăларма статьясем çеç çырма пĕлни çителĕксĕр. Ăна верстка тума та ятарлă программăсемпе усă курма вĕренмелле. Çĕнĕмăратсем Паблишер программăпа усă курса хаçата калăплаççĕ. «Социаллă сетьри постсемпе танлаштарсан, хаçатăн хăйне евĕрлĕхĕсем пур. Сăмахран, хаçат колонкăсенчен тăрать. Çавăнпа та çырнă текст вырнаçса пĕтмесен ăна кĕскетме е урăх страницăра малалла тăсма тивет. Вырăн кăштах юлсан вара ăна мĕнпе тултарасси çинчен пуç ватмалла. Пресс-центрти ачасем пĕрле канашласа çак ыйтусене татса параççĕ», — каласа парать В.Филиппова.
Сăмах май, шкулта журналистика енĕпе çеç мар, ытти енсемпе те чылай ĕç туса ирттереççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ кунта шыравçăсен ушкăнĕ вăй хурать. Ачасем экспедицисене кайса вăрçă вăхăтĕнчи тата авалхи япаласене шыраççĕ. Кăçал ушкăн Сăр патĕнче хÿтĕлев чикки пулнă вырăна çитсе шырав ĕçĕсене хутшăнасшăн. Тупнă экспонатсемпе тата вырăнти паттăрсем çинчен калакан материалсемпе усă курса шкулта çар мухтавĕн залне уçма планлаççĕ. Çак ĕçсем çинчен те шкулти пресс-центр пĕлтерсех тăрать.
Пултаруллă харсăрсен малашне тумалли планĕсем те пысăк. Ачасем шкул радиовĕ тăвас тесе ятарлă проект хатĕрлеме пикеннĕ. Вăл уйрăмах халĕ, коронавируса пула шкул коридорне тухса çÿреме юраман вăхăтра, усăллă пуласса шанаççĕ. Тăхтав вăхăтĕнче классенче ларсах шкул пурнăçĕпе çыхăннă радиопередачăсем итлеме пулĕ. Çапла ку проект грант выляса илсен шкулти пресс-центрăн ĕçĕ тата та нумайланĕ, çав вăхăтрах тата та интереслĕрех пулĕ.