Çĕрулми кăлараççĕ

Çĕрулми кăлараççĕ

Районти хуçалăхсемшĕн халĕ çав тери хĕрÿ тапхăр: вырма ĕçĕсене вĕçлемелле, выльăх апачĕ хатĕрлемелле, çĕртме тумалла, çĕрулми кăлармалла, пахча çимĕçсене пуçтармалла. Çак кунсенче районти хуçалăхсенчен пĕрремĕшĕсем — «Слава картофелю» агрофирма ĕçченĕсем — çĕрулми кăларма тухнă. Çавна май çĕрулми анисем çинче иртен пуçласа каçчен трактор-машина шавĕ илтĕнет, туп-тулли тиенĕ автомашинăсем склад енне васкаççĕ. Ытти хуçалăхсем те çĕрулми пулса çитсен ĕçе пуçăнма хатĕр.
«Слава картофелю» агрофирма ООО-ра кăçал çĕрулмине 280 гектар çинче çитĕнтернĕ. Ĕçченсем «иккĕмĕш çăкăр» тухăçпа савăнтарасса шанаççĕ. Паянхи куна вара 12 гектар çинче çитĕннĕ çĕрулмине тирпейлесе кĕртме ĕлкĕрнĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран — 280 центнер. Ĕçченсен тĕллевĕ — «иккĕмĕш çăкăра» хиртен вăхăтра пуçтарса кĕртесси.
Çапла, кĕр çитсессĕн ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен алă усса ларма вăхăт çук. Кашниех уй-хирте çитĕнтернĕ тыр-пула, çĕрулмине, пахча çимĕçе вăхăтра пуçтарса кĕртессишĕн тимлет те.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *