Чăваш Ен суд приставĕсем республикăри пĕр пысăк предприяти директорĕ тĕлĕшпе налук тÿлевĕсене 17 миллион ытла шыраса илмелли ĕç пуçарнă.
Чăваш Енре пурăнакан, 1966 çулта çуралнă арçын хăйĕн организацийĕ туса илекен тупăш налукĕсене нумай вăхăт тÿлемен. Çавна май 2021 çулхи июль уйăхĕнче Раççейри суд приставĕсен службин федераллă управленийĕн Шупашкарти Мускав район уйрăмĕн сотрудникĕсем парăмри çын тĕлĕшпе ĕç пуçарни çинчен постановлени йышăннă. Çак постановление парăма кĕрсе кайнă çынна çитерсе панă. Анчах документра кирлĕ суммăна пилĕк кун хушшинче тÿлесе татма ыйтнине парăмлă çын шута илмен. Çавна пула малтанхи парăм сумми çумне тата 1,2 миллион ытла тенкĕ хушăннă. Ĕç пуçарни çинчен постановлени йышăннипе пĕрлех суд приставĕсем ирĕксĕр пурнăçлаттармалли мерăсем йышăннă. Халĕ предприяти директорĕн пĕтĕм куçман пурлăхне, тĕрлĕ организацисенчи устав капиталĕнчи тÿписене тата тавар турттаракан 12 автомобиле тепĕр хутчен регистрацилеме чарнă.
Районти суд приставĕсен уйрăмĕн материалĕ.